Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вут-çулăмра туптаннă Кольцовсем

Вут-çулăмра туптаннă Кольцовсем

Иккĕмĕш тĕнче /1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕ/, ун хыççăн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи /1941 çулхи июнĕн 22-мĕшĕ/ пуçланса кайичченхи вунă çуллăхра тĕнчери политика питĕ кăткăс пулнă. Фашистла Германи пĕтĕм тĕнчене пусмăр айне хурас ĕмĕте пурнăçлама тытăннă. Совет Союзĕн ертÿçисем Европăра вăрçă пуçланас хăрушлăха сирсе яма пĕрлешÿ тăвасси пирки Англипе Франци ертÿçисене сĕнни кăлăхах пулнă. Вĕсем Европăри ытти çĕршывсемпе пĕрле Гитлера «мăйăхлас» вырăнне ăна вăрçă сукмакĕ çине тăма пулăшнă, пирĕн çĕршыв çине тапăнма майсем туса панă.

Чуралăха çавăрма ĕмĕтленнĕ

Совет Союзĕнче шалти ĕçсем те иккĕллĕ пулнă. Пĕр енчен çĕршыв экономики пысăк хăвăртлăхпа аталаннă. Заводсемпе фабрикăсем, чукун çулсемпе гидроэлектростанцисем тата ытти объектсем çултан-çул хута кайса пынă. Тепĕр енчен çĕршыв политикинчи йăнăшсене пула халăх хур тÿсни те пулнă. Уйрăмах колхозсем тунă вăхăтра хăш-пĕр ял çыннин тĕрлĕ тĕрĕсмарлăхпа тĕл пулма тивнĕ.

Фашистла Германире Геббельс саракан пропаганда тăрăх, Совет Союзĕн халăхĕсем нимĕç салтакне кĕтеççĕ имĕш, вара унта пурăнакан халăхсем хăйсен хушшинче çапăçма тытăнĕç. Çавăнпа Совет Союзне 2-3 уйăх хушшинче çĕнсе илĕпĕр, халăхсене чура тăвăпăр тенĕ.

Фашистсем питĕ йăнăшнă. Совет Союзĕнчи мĕн пур халăх таччăн пĕрлешсе агрессорсене хирĕç юнлă çапăçăва тухнă. Тăватă çул тăсăлнă вăрçă совет салтакĕ тăван çĕре, Европа халăхĕсене чуралăхран хăтарса Берлин хулинчи рейхстаг çине Çĕнтерÿ ялавĕ çакнипе вĕçленет. Районти кашни ялтах вăрçăра вилнĕ ентешсене халалланă палăксем лараççĕ. Кашни кун тенĕ пекех эпир вĕсен умĕнче чарăнса мрамор плитасем çине çырса хунă ятсемпе хушаматсене вулатпăр-и-ха; Çĕр çинче çак çынсен тивлетне кура пурăнма пултарни çинчен шухăшлатпăр-и-ха; Палăк – астăвăм вырăнĕ. Астуни вилнисене кирлĕ мар, астăвăм пурăнакансене кирлĕ. Чи малтанах çамрăксене, пирĕн ачамăрсемпе мăнукăмăрсене. Палăк историе пăсасран сыхлать. Палăк умĕнче çĕлĕк хывса пуç тайнă чух пит çăмарти тăрăх вĕри тумламсем юхса анаççĕ. Çакăншăн ан вăтанăр, юлташсем. Нимĕн те ан манăçтăр, никам та ан манăçтăр…

1944 çулхи август уйăхĕ. Мускав хулинчи пĕр çар чаçĕн лапамĕ. Хирĕç утса пыракан икĕ салтак пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ те, пĕри: «Ывăлăм!», тепри: «Атте!», – тесе кăшкăрса яраççĕ. Пĕр-пĕрин ытамне чăмаççĕ. Кĕтмен çĕртен тĕл пулнă салтаксем Гурий Алексеевич Кольцовпа унăн ывăлĕ Петр пулнă. Ашшĕн дивизионĕ нимĕçсен ункине лекнĕ пулнă иккен. Унтан тухма пултарнисене Мускава илсе килнĕ. Кунта вĕсенчен çĕнĕ çар подразделенийĕсем йĕркелесе фронта ăсатмалла пулнă. Ывăлĕ вара пĕр çапăçура хытах аманать, ăна вăйлă контузи пулать. Мускавра госпитальте сипленсе сывалнă хыççăн вăл та çак чаçре фронта каймалли подразделени çумне çирĕплетессине кĕтсе тăнă.

Ашшĕ

Кольцов Гурий

Тепĕр кунне Гурий Алексеевич ракета подразделенийĕнче «Катюша» комплексăн водителĕ пулса 3-мĕш Прибалтика фронтне кайма приказ илет. Тата темиçе кунтан Петра та уйрăм подразделенинче радиосвязист тата шифровальщик пулма 3-мĕш Прибалтика фронтне ăсатаççĕ. Пĕр фронтрах çапăçнă пулин те ашшĕпе ывăлĕ тепĕр хут Канаш хулинче 1952 çулта çеç курнăçма пултараççĕ.

Пĕр паллă писатель-фронтовик совет салтакĕсен шăпине тĕпчени çĕршыв историне тĕпченипе танлашать тесе ахальтен каламан пуль çав. Çĕршыв историйĕ пекех нумай чухне çынсен кун-çулĕ кăткăс та драмăллă. Анчах епле пулсассăн та çĕршывăн йывăр кунĕсенче ăна çăлса хăварас тесе чăн-чăн патриот пулса сывлăхне, вăйне, пурнăçне хĕрхенмен…

Гурий Алексеевич Кольцов /Алексеев/ 1903 çулхи октябрь уйăхĕн 14-мĕшĕнче Кÿлпуç ялĕнче тĕреклĕ хресчен çемйинче çуралнă. Ашшĕ Алексей Ефимович çăнăх авăртакан çил арманĕ тата кĕрпе авăртакан арман тытнă. Пысăк çемье пилĕк стеналлă икĕ çуртра пурăннă. Хуçалăхра кĕлетсем, лаша вити, ĕне-сурăх вити, хуралтăсем, суха пуçсем, лаша ураписемпе çунасем тата ытти ĕç хатĕрĕсем пулнă. Унсăр пуçне кÿлĕнекен 7-8 лаша, ĕнесем, сурăхсем, кайăк-кĕшĕк усранă. Пĕтĕм ĕçне çемье вăйĕпе пурнăçланă, иртен пуçласа сĕм çĕрлеччен ĕçпе хуçăлнă.

Гурий çемьери пĕрремĕш ача пулнă, вăл Кÿлпуçри 1908 çулта уçнă 4 класлă земство шкулне 1912 çулта вĕренме кĕрет. Шкулта икĕ класс ачисене пĕр учитель вĕрентнĕ. Çав çулсенче Кÿлпуç шкулĕнче унăн пĕрремĕш учителĕ пулса Çуткÿл çынни Андриян Ильич Ильин ĕçленĕ. Ачасене вăл 1-мĕш класа пĕр çул сиктерсе пухса пынă. Çавăн пирки Гурий шкула кăшт каярах кайнă. Çивĕч ăслă ача пур предметпа та ĕлкĕрсе пынă. 1916 çулта шкултан лайăх паллăсемпе вĕренсе тухать. Ун хыççăн ашшĕ хуçалăхĕнчи ĕçсене туллин кÿлĕнет.

1921 çулта унăн салтака кайма ят тухать. Вăл 2 çул Хĕрлĕ Çар ретĕнче службăра тăрать, çав вăхăтрах кĕçĕн командирсен курсне вĕренсе пĕтерет. Салтакран Гурий çĕнĕ хушаматпа – Кольцовпа таврăнать.

1923 çулта тырă вырма тухиччен Кÿлпуçре туй кĕрлесе иртет. Гурий Турханти Константин Степанов пуян хресченĕн хĕрĕпе Агреппинăпа çемье çавăрать.

Çулсерен çемье ÿссе пынă. Çĕршывра колхозсем тăвас юхăм пуçланса кайнă тĕле Гурипе Агреппина виçĕ ача ашшĕпе амăшĕ пулса тăраççĕ. Вара çамрăк çемье ашшĕнчен уйрăлса уйрăм хуçалăх йĕркелеме шут тытать. Çак вăхăт колхозсем тунă тапхăрпа пĕр килнĕ.

– Атте, колхозсем тума пуçласан мĕн пур пурлăхна çухатма пултаратăн. Ывăлусен хушшинче пайла ăна, – сĕннĕ Гурий пĕринче ашшĕне.

Унсăр пуçне çемьере Алексей Ефимовичăн Германпа Николай ывăлĕсем пулнă.

– Гурий, эпĕ çак пурлăха хам алăсемпе тунă, эсĕ хăв ĕçлесе ту, – хуравланă ашшĕ ывăлне ĕçпе хытнă икĕ аллине сарса кăтартнă май.

Хăй вăйĕпе пухнă пурлăха пĕр айăпсăр çынран самантрах туртса илесси пирки шухăшлама та пултарайман вăл ун чухне.

1930 çулта акана тухиччен ялти 23 чухăн хуçалăх пĕрлешсе «Дед Калинин» колхоз йĕркеленĕ. Председатель пулма Никонор Дудкина суйласа лартаççĕ. Тĕреклĕ пурăнакан хресченсен пурлăхне кулаксем тесе туртса илеççĕ. Алексей Ефимовичпа Мария Сергеевнăна та кулаксен йышне кĕртеççĕ.

1930 çулхи апрель уйăхĕнче вĕсен пĕр çуртне тытса илсе ялти çамрăк Ахваниç Яшин чухăна, тăлăппа чаппанне Мĕкĕте Ишмекне параççĕ. Икĕ арманне, пĕтĕм ĕç хатĕрĕсене колхоз пурлăхĕн шутне кĕртеççĕ. Выльăх-чĕрлĕхĕпе кайăк-кĕшĕкне колхоз картине хăваласа каяççĕ. Кил-çуртран мĕн пур япалине – тÿшексемпе хĕрарăмсен кĕпи таран илсе тухса каяççĕ.

Хăйсене – Ефимпа Марфăна /Гурийăн аслашшĕпе асламăшĕ/, Мария Сергеевнăна /амăшĕ/, Германпа Николай шăллĕсене Архангельск облаçне ссылкăна яраççĕ /ЦГА ЧР, ф831, оп1, д21, лл 36,37,37 об./.

Гурий Хĕрлĕ Çарта пулнă, Александра йăмăкĕ качча кайнă пирки ссылкăна каясран хăтăлса юлнă. Кайран Гурий Кольцова çемйипе çил арман çумĕнчи хурал пÿртĕнче пурăнма ирĕк параççĕ. Вăл вăхăтра аслă хĕр Софья 6 çулта, Петя 4 çулта, Толя 2 çулта пулнă. Çак çулах Гурийпе Агреппина колхоза кĕреççĕ.

Пĕр çулталăк ссылкăра пулнă хыççăн тăванĕсем яла таврăнаççĕ. Вĕсен пулăшăвĕпе вăл кайри касра шоссе çулĕ хĕрринче пилĕк стеналлă çурт лартма мехел çитерет – çемье хурал пÿртĕнчен çĕнĕ çурта пурăнма куçать.

1935 çулта Г.Кольцов Елчĕкри машинăпа трактор станцийĕ çумĕнче йĕркеленĕ трактористсен курсне вĕренме кĕрет. Вĕренсе тухсан ХТЗ-15Ÿ30 маркăллă тракторпа ĕçлет. Укçа-тенкĕ çитменрен колхозсен машинăпа трактор паркĕсем чухăн пулнă, çавна май ертÿçĕсем ака-суха вăхăтĕнче техникăна МТСран заявкăсем парса çырăнса илнĕ. Малтанлăха Кольцов ахаль тракторист, кайран бригадир пулса районти тĕрлĕ колхозсен çĕрĕсене сухаланă. Каласа хăварни вырăнлă: çав çулсенче трактористсен çемйисен пурнăç шайĕ ыттисемпе танлаштарсан палăрмаллах çÿллĕ пулнă. Кольцовсен çемйинче те ырă улшăнусем пулса иртеççĕ. Пурнăç лайăхланса пынă май çемьене 1935 çулта Исония, 1937 çулта Евлампия, 1939 çулта Зина хĕрĕсем тĕнчене килеççĕ. Анчах та ачисем ÿссе-аталанса пынине курса савăнма май килмен. 1939 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче фашистла Германи Польша çĕрĕ çине тапăнса кĕрет. Иккĕмĕш тĕнче вăрçи пуçланса каять. Тепĕр куннех Кольцов салтака кайма повестка илет, ăна Хĕвел анăç çар округне илсе каяççĕ. Сентябрĕн 17-мĕшĕнче Хĕвел тухăç Украинăпа Хĕвел тухăç Белоруссине нимĕçсем тытса илес хăрушлăх пулнăран Хĕрлĕ Çар уйрăм чаçсене Польша çĕрĕ çине кĕртсе ярать. Çак операцине Г.Кольцов та хутшăннă. Сентябрĕн 27-мĕшĕнче совет салтакĕсем Хĕвел тухăç Украинăпа Хĕвел тухăç Белорусси çĕрĕсене йышăннă хыççăн вĕсене Украина ССР тата Белорусси ССР çумне пĕрлештереççĕ.

Совет Союзĕпе Германи кÿршĕллĕ çĕршывсем пулса тăраççĕ.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Финлянди реакционерсен Совет Союзĕн çĕрĕсене тытса илме ĕмĕтленнĕ. Çав тĕллевпе вĕсем чикĕре питĕ вăйлă çирĕплетнĕ плацдарм туса хураççĕ. Историре вăл «Маннергейм линийĕ» ятпа сыхланса юлать. 1939 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕнче Финлянди çарĕсем пирĕн пограничниксене тупăсенчен пеме тытăнаççĕ. Пирĕн те вĕсем çине переççĕ. Кольцов службăра тăнă çар чаçне Белоруссирен хăвăртлатнă маршпа Ленинград облаçĕн çурçĕр енне куçараççĕ. Хĕлĕпе тăсăлнă çапăçусенче вăл «Маннергейм линине» штурмлама хутшăнать, 1940 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче вăрçă чарăннине пĕлтеричченех вăрçă хирĕнчен тухмасть.

Тăван яла таврăнсан ăна тÿрех Елчĕкри çар комиссариачĕ Канашри водительсен шкулне вĕренме кайма направлени парать. Водитель правине илнĕ хыççăн вăл Калинин ячĕпе /1935 çултан вара/ хисепленекен колхозра «полуторка» грузовик çинче ĕçлеме пуçлать.

Анчах мирлĕ пурнăç вăраха пымасть. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланса каять.

Г.Кольцова июнь пуçламăшĕнче вăрçа кайма повестка килсе параççĕ. Агреппина мăшăрĕ 6 ачапа тата тепринпе йывăр çын пулса юлать. Вăл вăхăта аслă хĕрĕ Софья 16 çулта, кĕçĕнни Зина икĕ çулта пулнă.

Г.Кольцова колхоз машинипе Улатăр хулине кайма хушаççĕ. Кунта водительсене колхозсен машинисемпе пухса вĕсенчен пысăк обоз тунă. Çар тумне тăхăнтартса инструктаж ирттернĕ хыççăн вĕсене Ленинград фронтне ăсатаççĕ.

Авторотăри ытти водительсемпе пĕрле вăл хăйĕн «полуторкипе» малти линие снарядсем, патронсем, медикаментсем турттарать, каялла таврăннă чухне аманнă салтаксене илсе килет. Автомобильсен караванĕ çине нимĕçсен «Мессершмичĕсем» час-часах бомбăсем пăрахнă, пулеметсенчен пенĕ. Ун пек чухне водительсем машинăсенчен тухса çĕр çумне лăпчăннă. Миçе хутчен вилĕм айĕнче пулман-ши Гурий Алексеевич; Тĕлĕнмелле те, Турă пулăшнă ахăр. Вăл çак тамăк витĕр пĕр аманмасăр тухма пултарнă.

Нимĕç фашисчĕсем Ленинград хулине çĕмĕрсе-ватса çĕрпе танлаштарасшăн пулнă. 1941 çулхи сентябрь-ноябрь уйăхĕсенче хула çине 70 пин тонна бомба пăрахнă, 272 хутчен пур тупăран персе тăнă. Ленинграда ункăласа çавăрса илнĕ хыççăн 900 кунлăх блокада пуçланса каять. Хĕл пуçлансан лару-тăру уйрăмах йывăрланать. Хулара апат-çимĕç çителĕксĕр пулнипе çынсем выçăпа вилме пуçлаççĕ. Халăхăн кунне 125 грамм тивекен блокада çăкăрĕпе çырлахма тивнĕ.

Ленинград фрончĕн çар совечĕ тăрăшнипе Ладога кÿлли пăрпа витĕнсен ун тăрăх ноябрĕн 22-мĕшĕнче «пурнăç çулĕ» /«дорога жизни»/ уçăлать. Г.Кольцов пĕрремĕш кунран пуçласа çуркунне пăр ирĕлме пуçличченех çак çулпа хулана апат-çимĕç, хĕç-пăшал тата ытти кирлĕ хатĕр турттарнă. Вăл хăйĕн подразделени йышĕнче Ленинграда хÿтĕленĕ çапăçусене, кайран наступленисене хутшăннă. 1944 çулхи июль уйăхĕнче Г.Кольцов дивизийĕ нимĕçсен ункине çакланать. Йывăр çапăçусемпе салтаксемпе офицерсен пысăк ушкăнĕ çак ункăран тухма пултарнă. Ункăран тухнă хĕрлĕ армеецсене тĕрĕсленĕ хыççăн вĕсенчен çĕнĕ подразделенисем туса хурас тĕллевпе Мускава илсе каяççĕ. Çакăнта ăнсăртран Гурий хăйĕн Петр ывăлĕпе тĕл пулать. Тепĕр кунне «Катюша» реактивлă миномет установки çине водитель пулма приказ илет те фронта тухса каять. Вăрçă чарăничченех Прибалтикăна нимĕç оккупанчĕсенчен тасатнă çапăçусене хутшăнать. Куç пек кĕтнĕ Аслă Çĕнтерÿ кунне Литвара кĕтсе илет.

Анчах та Литваран салтаксене тÿрех киле яман. Мĕншĕн тесен вăрмансенче пытанса çÿрекен литовецсен ушкăнĕсем – «лесные братья» текен партизансем совет влаçĕ каялла таврăннине йышăнасшăн пулман. Вĕсем совет салтакĕсене Литваран хăваласа ярасшăн пулнă. Çавăнпа та пирĕн дивизисем унта лару-тăру йĕркеленсе çитиччен тăнă.

Г.Кольцов тăван яла 1946 çулхи кĕркунне таврăнать. Килте ăна Агреппина арăмĕпе София, Исония, Евлампия, Зина хĕрĕсем, Толя ывăлĕ кĕтсе илнĕ. Петр Мускавра çар училищинче вĕреннĕ, кĕçĕн ывăлĕ Гена 1941 çулта йывăр чире пула 2 çул тултаричченех çĕре кĕнĕ. Тата çакă та кăсăклă. Пĕрремĕш класа çÿрекен Зина ирхи кÿлĕм килĕнче Гурий Алексеевича курать те амăшĕнчен çапла ыйтать: «Анне, ку арçын пирĕн патăмăрта мĕн туса пурăнать вара;». Амăшĕ ăна çак арçын унăн ашшĕ пулнине ăнлантарса парать.

Арçын килте кăшт пурăннă хыççăн Канашри вагонсене юсакан завода водитель пулса ĕçлеме кĕрет. 1952 çулта укçа-тенкĕ пуçтарса Канаш хулинчи Свердлов ячĕллĕ урамра çурт туса лартать, çав çулах çемйине те хулана пурăнма илсе каять.

Çав вăхăтри Кÿлпуç çыннисем Кольцовсен çурчĕ ăçта вырнаçнине питĕ лайăх пĕлнĕ. Эпĕ астăвасса, хăçан вĕсем патне кĕнĕ, вĕсен çуртĕнче яланах хăначчĕ. Канаша ĕçпе кайнă çынсем хăна çурчĕсем шыраса хăшкăлман, кашниех тарават Кольцовсем патне чарăннă. Агреппина Константиновнăпа Гурий Алексеевич çăкăр-тăварне те, ырă сăмахне те шеллемен. Кил хуçи «Автодор» предприятинче 1963 çулччен, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен вăй хурать. Ĕçсĕр ларма хăнăхманскер пĕр вăхăт хулари мунча котельнăйĕнче кочегар пулса тăрăшать. Юлашки çулĕсене мăшăрĕпе хуларах пурăнса ирттерет. Вăрах вăхăт чирлесе выртнă хыççăн 1982 çулхи октябрĕн 4-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса каять. Хăй халалласа хăварнă пек ăна çак хулари масарта «Братская могила» çумне пытарнă.

Г.Кольцов вăрçăпа ĕçри паттăрлăхĕшĕн çĕршывăн нумай наградине тивĕçнĕ. I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденне, «Хăюлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Чукун çул транспорчĕн ветеранĕ» медальсене тивĕçнĕ.

Ачисем пурте çемьеллĕ, аслă пĕлÿллĕ специалистсем пулнă. Софья /1997 çулта çĕре кĕнĕ/, Исония учительсем, Петр журналист, Анатолий /2001 çулта çĕре кĕнĕ/ инженер, Зинаида врач пулнă.

Гурий Алексеевичăн мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче – Мускав, Санкт-Петербург, Новосибирск, Шупашкар хулисенче çемйисемпе тĕпленсе пурăнаççĕ. Апла тăк Гурий Алексеевичăн йăхĕ пĕтмен, вăл малаллах хунавланса пырать.

Ывăлĕ

Кольцов Петр

Петр Гурьевич Кольцов 1926 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Кÿлпуç ялĕнче çуралнă. 1934-1938 çулсенче ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ. Вăл вăхăтра шкулта Ксения Николаевна Сазонова вĕрентнĕ. Вăл Çĕрпÿ тăрăхĕнчи Чăрăшкасси хĕрĕ, Алексей Степанович Сазоновăн мăшăрĕ пулсан кунта вĕрентме пуçланă. Çамрăк чухне Ксения Николаевна Баратынская /Евгений Баратынский поэтăн мăнукĕ/ вырăс мар ачасем валли уçнă шкула, ун хыççăн учительсен семинарине вĕренсе пĕтернĕ. Вăл çивĕч те ăслă, анлă пĕлÿллĕ, пысăк авторитетлă хĕрарăм пулнă.

– Мана çыру ĕçĕнче пĕрремĕш утăмсем тума Ксения Николаевна пысăк пулăшу пачĕ, – аса илет Шупашкарта пурăнакан вăрçăпа ĕç ветеранĕ, корреспондент пулса пĕтĕм пурнăçне «Советская Чувашия» хаçатпа çыхăнтарнă П.Кольцов.

Петр 1941 çулта Хăвăлçырмари 7 класлă шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Аслă Таяпари вăтам шкулта вĕренме пуçлать. Анчах та йĕкĕте вĕренÿ çулĕсем вĕçлениччен шкула çÿреме тÿр килмен. Вăрçă вăхăтĕнче 17 çул тултарнă йĕкĕтсене те вăрçа кайма повесткăсем панă.

1943 çулхи декабрь уйăхĕнче Аслă Таяпа шкулĕнче хăвăртлатнă мелпе П.Кольцова тата 10-мĕш класра вĕренекен темиçе ачана экзаменсем тыттарнă та вăтам пĕлÿ илни çинчен аттестат панă. Çĕнĕ çул умĕн Петра салтака илсе каяççĕ. Малтанах вăл радистсен шкулĕнче вĕренсе радиосвязистпа шифровальщик специальноçĕсене алла илет. Ун хыççăн çамрăк салтака 3-мĕш Прибалтика фронтне ăсатаççĕ.

Фашистсен наступленийĕсем вăхăтĕнче пирĕн командирсем ытларах раципе мар, телефонпа усă курнă. Мĕншĕн тесен нимĕçсем пеленгпа коммутатор вырнаçнă тĕле пĕлме пултарнă, çавна май ăна тупăсенчен персе сирпĕтес хăрушлăх пысăк пулнă. Пирĕн салтаксем наступленире чухне вара тĕп радиоçыхăну раци пулнă.

П.Кольцов çыхăну коммутаторĕнче тĕрлĕ çар подразделенийĕсем хушшинче радиоçыхăнăва йĕркелесе тăнă. Пĕррехинче нимĕçсем тĕрлĕ енчен тупăсенчен персе пирĕн позицисене çĕмĕрме тытăнаççĕ. Хĕрÿ çапăçу пуçланса каять. Петр вăйлă контузи илет. Йывăр аманнăскере сипленме Мускава яраççĕ. Вăл унта кĕтмен çĕртен ашшĕпе – Гурий Алексеевичпа тĕл пулать. Сывалнă хыççăн 1944 çулхи август уйăхĕнче П.Кольцов тăван чаçне таврăнать. Юнлă çапăçусемпе хăйĕн чаçĕпе Литва, Латви, Польша çĕрĕсене фашистсенчен тасатса Хĕвел тухăç Пруссине çитет. Кеннигсберг /Калининград/ хулине ирĕке кăларнă çапăçусене хутшăнать. Çĕнтерÿ кунне унтах кĕтсе илет.

Вăрçă чарăнсанах Кольцова пограничниксен училищине вĕренме кайма направлени параççĕ. Хăй çав вăхăта çапла аса илет: «Вăрçă чарăннă хыççăн манăн пуçра пĕр ĕмĕт – тăван киле таврăнасси пулнă. Экзаменсене ăнăçсăр тытсассăн киле ярĕç тесе шухăшланă. Анчах та манăн малашлăха училищĕри начальник татса пачĕ. Диктантра тунă йăнăшсене курмăш пулчĕ. Çапла эпĕ Мускаври пограничниксен училищин курсанчĕ пулса тăтăм».

Тĕп хулара вĕреннĕ тапхăрта ăна училищĕри курсантсен стройĕпе икĕ хутчен Хĕрлĕ лапампа мавзолей умĕнчен парадсене хутшăнма тивнĕ.

Икĕ çул вĕреннĕ хыççăн Кольцов лейтенант Совет Союзĕпе Иран чиккине сыхлама кайма хушу илет. Ăна чикĕ заставин начальникĕн çумĕ пулма çирĕплетеççĕ. Застава çÿллĕ ту çинче вырнаçнă пулнă. Пушă вăхăтра Петр сăвăсем, кĕске калавсем, курни-илтнисене çырса пырать. Пĕррехинче хăюлăх çитерсе вырăсла çырнă сăввисемпе кĕске тĕрленчĕкĕсене пограничниксен округри хаçат редакцине ярса парать. Хайлавĕсем çак хаçатра пичетленсе тухаççĕ. Çакăн хыççăн лейтенант хаçатпа тачă çыхăну тытма пуçлать.

П.Кольцов пĕтĕм пурнăçне çĕршыв чиккине сыхлассине халаллас çĕрте ирттерме пултарнă. Анчах та пĕррехинче çĕрлехи тревогăпа заставăна ура çине тăратаççĕ. Чăнкă ту çинчен аннă чухне вăл утланнă лаша такăнать те, Кольцов чулсем çине ÿксе питĕ хытă аманать. Сывлăха сыхлакан комисси ăна çар ĕçĕнчен хăтарма йышăну кăларать, 2-мĕш ушкăн инваличĕ вара тăван тăрăха таврăнать. Ашшĕ-амăшĕн Канаш хулинчи çуртне пырса çитет. Çав вăхăтра Кольцовсем ялтан Канаша куçса кайнă пулнă. Темиçе кунтан Канаш хулин комсомол комитечĕн секретарĕ Петра хула хаçатĕнче литература сотрудникĕ пулса ĕçлеме рекомендаци парать. Кунта 1 çулталăка яхăн ĕçленĕ хыççăн вăл Свердловск хулинчи Уралти патшалăх университетĕнче журналистика факультетне вĕренме кĕрет. Вăл унта общежитинче стипендипе тата инвалида паракан пособипе пурăнать. Тăван чăваш çĕршывне П.Кольцов журналист дипломĕпе тата çамрăк арăмĕпе – Аллăпа таврăнать. Вăл 1958 çулта Шупашкарта тухса тăракан «Советская Чувашия» хаçатри промышленность уйрăмне ĕçлеме кĕрет те, унта 30 çула яхăн тăрăшать, 1986 çулта тивĕçлĕ канăва тухичченех пĕр вырăнта ĕçлет. Петр Гурьевич вăрах вăхăт Çĕнĕ Шупашкар хула хаçачĕн корреспонденчĕ пулнă. Хула çыннисем ăна «хула летописецĕ» ята ахальтен паман. Пулас хула вырăнĕнче пĕрремĕш шалча çапса лартнинчен пуçласа иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем пуçланиччен вăл «Советская Чувашия», «Коммунизм ялавĕ», Çĕнĕ Шупашкарти «Грани», «Путь к коммунизму» хаçатсенче хула аталанăвне çутатса тăнă. Шупашкарăн гидроэлектростанципе хими комбиначĕн стройкисем çинчен тăтăшах статьясем пичетленĕ, Чăваш Республикин телевиденийĕпе радио валли репортажсем хатĕрлесе тăнă.

Çĕнĕ Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ паян тивĕçлĕ канура. Арăмĕ çĕре кĕнĕ хыççăн тĕп хулара пĕчченех пурăнать. Лариса хĕрĕпе Сергей ывăлĕ унăн сывлăхĕпе интересленсе шăнкăравласах тăраççĕ, час-часах килсе çÿреççĕ.

Лариса тивĕçлĕ канура. Вăл ашшĕн профессине кăмăлланă, журналистка. Çемйипе Шупашкарта пурăнать. Унăн хĕрĕ Арина та амăшĕпе кукашшĕн профессинех суйласа илнĕ.

Сергей ывăлĕ предприниматель. Çемйипе Новосибирск хулинче пурăнать. Икĕ ача çитĕнет мăшăрăн.

П.Кольцов вăрçăри паттарлăхшăн тата мирлĕ вăхăтри пархатарлă ĕçшĕн çĕршывăн чылай наградине тивĕçнĕ. Ăна I степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе, «Хăюлăхшăн», «Тăван çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсемпе наградăланă. Чăваш Республикин Правительстви, «Советская Чувашия» хаçат редакцийĕ Çĕнĕ Шупашкар хулин тата тĕрлĕ предприятисемпе организацисен администрацийĕсен ячĕпе килнĕ Хисеп тата Тав хучĕсем унăн архивĕнче чыслăн упранаççĕ.

Владислав ПИНЕР.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code