Вторник, Июль 14, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление врио Главы Чувашской Республики Олега Николаева со 100-летием Чувашской автономии

Поздравление врио Главы Чувашской Республики Олега Николаева со 100-летием Чувашской автономии

Хаклă ентешсем!

Сире Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатăп.

Çак уяв тăван ене юратакан, унăн хăйне евĕрлĕ кун-çулĕпе, ăс-хакăлĕпе культурин паха еткерлĕхĕпе мăнаçланакан мĕнпур çын¬на пĕрлештерет.

Чăваш халăх историйĕ кăсăк та пуян, вăл нумай-нумай ĕмĕре тăсăлать. Çапах та чăваш патшалăхĕн кун-çулне уйрăммăн илсен, унăн юлашки 100 çулхи тапхăрĕнче пирĕн аслă çĕршывăмăрта мĕн пулса иртни туллин те уçăмлăн сăнарланнă.

Малалла çирĕппĕн аталанма пулăшакан вăй пирĕншĕн хуть хăçан та халăхăмăрăн ĕçченлĕхĕ пулса тăрать. Вăрçăчченхи çулсенче Чăваш Ен хут пĕлменлĕхе пĕтерес енĕпе малта пыракан автономисенчен пĕри шутланнă. Республика çав тапхăрта хытă сийлĕ çул¬сем тăвас енĕпе малта пынă, çавăншăн ăна Ленин орденĕпе чысланă.

Чăваш Ен ывăлĕсемпе хĕрĕсем Çĕнтерĕве çывхартассишĕн ырми-канми тăрăшнă, вăрçă хыççăнхи çулсенче Тăван çĕршыва аркануран чĕртсе тăратнă, тĕнче уçлăхне çул хывнă.

Халĕ Чăваш Республики умĕнче çĕнĕ майсем уçăлаççĕ. Вĕсе¬не пурнăçа кĕртме географи тĕлĕшĕнчен лайăх вырăнта вырнаçни, пирĕн питĕ ырă та уçă чунлă халăхăмăр, культурăпа ĕç тата ăслăлăх йăли-йĕркисем пулăшаççĕ.

Чăваш автономийĕ 100 çул тултарнине эпир çăмăлах мар лару-тăрура, анчах та тивĕçлĕ кăтартусемпе кĕтсе илетпĕр. Малта – çĕнĕ инçетсем, çĕнĕ тĕллевсемпе çитĕнÿсем. Кулленхи ĕçĕмĕре тата кашнин професси ăсталăхне пула пирĕн тăван çĕрĕн вăй-халĕпе пуянлăхĕ ÿсет. Сире ырă пуçарусенче çитĕнÿсем тума, çирĕп сыв¬лăх, ырлăх тата хастарлăх сунатăп. Чăваш халăхĕн çитĕнĕвĕсемпе тивĕçлипе мухтанар тата вĕсене ÿстерсе пырар!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан              О.НИКОЛАЕВ

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code