Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Тăпрана вараланă

Тăпрана вараланă

Елчĕк район прокуратури Елчĕк район администрацийĕн ыйтăвне тĕпе хурса Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори уйрăмĕн ĕçченĕсемпе пĕрле Елчĕкре вырнаçнă тĕтĕмлекен цехра тĕрĕслевпе пулнă, кунта производство каяшĕсене ĕçе кĕртес енĕпе çыхăннă саккунсене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ.

Ыйтура уйрăм предприниматель шĕвек каяшпа тăпрана тата цехран 50 метрта вырнаçнă Кĕçĕн Пăла юхан шывне варалани пирки шухăш пулнине палăртнă. Тĕрĕслев вăхăтĕнче шĕвек каяшпа тăпрана варалани çирĕпленнĕ, уйрăм предприниматель тĕлĕшĕпе РФ Административлă право йĕркине пăсни пирки калакан 6.35 статьян 1 пайĕпе килĕшÿллĕн ĕç пуçарнă. Çавна май йĕркене пăснă уйрăм предпринимателĕн 25 пин тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Шыва вараланă тĕслĕхпе çыхăннă информаци çирĕпленмен.

С.ФИРСОВ,
район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code