Четверг, 18 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Чечен вăрçинче пулнă

Чечен вăрçинче пулнă

Анатолий Ефимов ШĔМĕн районсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк районĕнчи полици пайĕнче дознаватель пулса ĕçлет.

Йĕрке хуралĕн ĕçченĕсен ретĕнче 1993 çултанпа вăл. Тăрăм ялĕнче 1972 çулта çуралнăскер шкул хыççăн Сывлăш çар вăйĕсенче службăра тăнă. Çартан таврăнсан А.Ефимов сержант Шупашкарти патрульпе пост батальонне ĕçлеме вырнаçнă, 1999 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 2000 çулхи февраль уйăхĕнче Чечен вăрçине хутшăннă.

Сотрудник РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕнче вĕренсе пĕлĕвне тарăнлатнă. 2000-2005 çулсенче Елчĕкри шалти ĕçсен пайĕнче водительте, конвойра ĕçленĕ вăл. 2005 çулта вара анлă тавра курăмлă ĕçчене дознаватель пулма çирĕплетнĕ. Çак должноçра Анатолий Владимирович паянхи кунччен тăрăшать, шаннă тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code