Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырмаччен те вăхăт нумай юлмарĕ

Вырмаччен те вăхăт нумай юлмарĕ

Ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх-чĕрлĕхе хĕл кунĕсенче тăрантарма утă-сенажпа саппасланнипе пĕр вăхăтрах вырмана та хатĕрленеççĕ.
Район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Петр Тремасов ертсе пыракан ушкăн иртнĕ кунсенче «Прогресс» АХОпа Ленин ячĕллĕ ЯХПКра, Аслă Елчĕкри Геннадий Афанасьев тата Владимир Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пулса курнă, вĕсенче вырма ĕçĕсене пурнăçлама мĕнле хатĕрленнине хак панă.
Сăн ÿкерчĕкре: Владимир Чернов хресчен (фермер) хуçалăхĕн ертÿçипе Борис Адюков механизатор. Кунта халь тин кÿрсе килнĕ вĕр çĕнĕ комбайн!

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code