Вторник, 5 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Нуша кулачă çитерет

Нуша кулачă çитерет

Кивĕ Арланкасси ялĕ ĕмĕртен ятлă-сумлă çынсемпе пуян пулнă. Хальхи вăхăтра пурăнакансенчен пĕри – Октябрь Революцийĕн, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ, «Чăваш АССРĕн тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята тивĕçлĕ пулнă Вениамин Ксенофонтович Богданов. Ĕçпе пиçĕхнĕ – пĕтĕм кун-çулне ял хуçалăх производствипе çыхăнтарнă çак çынпа тĕл пулса калаçакан чун-чĕре хавалĕ унра халĕ те мĕн тери иксĕлми пулнине курса ĕненет. Хăй пурнăçĕ пирки сăмах хускатсан вăл çапларах аса илчĕ:
_ Эпĕ 1936 çулхи июнĕн 15-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Анне – Раиса Владимировна ача чухне мана ялан: «эсĕ Троицăра çуралнă», _ тени асра юлнă.
Атте – Ксенофонт Семенович та тĕнчене тухса курнă çын – салтакра та пулнă. Пурнăçа аванрах йĕркелесе пырас шутпа ялти кил-çурта пăрахсах çемйипех Çĕпĕре – Свердловск облаçне тухса кайнă. Паллах, мана та пĕрле илсе кайнă. Ют çĕрте аннен чун-чĕри канăçлăх тупайман. Вăл кунта чăтса пурăнма пултарайман, тепĕр çулталăкранах каялла Кивĕ Арланкассине таврăннă. Ăçта пырса кĕмелле; Çурта сутнă пулнă. Калюк тете _ Гаврил Яковлев текен ватă аннене хирĕç пулнă: «вĕсем пуйма кайнă, ялта çĕр уйăрса парас мар», _ тенĕ. Ыттисем хĕрхеннĕ, вăл вăхăтра пĕрлешÿллĕ хуçалăхра председательте ĕçленĕ Алексей Фролов: «ачи те ывăл, çемьен пуласлăхĕ пур», _ тенĕ. Унăн сăмахĕ татăклă пулнă, ун хыççăнах çемьене хамăр вырăнтах çĕр уйăрса панă. Аттелĕхĕн Аслă вăрçи пуçланиччен асанне – Татьяна Семеновна та Çĕпĕртен таврăннă. Пĕрлехи вăйпа хамăр кĕлетренех çурт тунă, тăррине улăм витнĕ. 1956 çулта салтака та çак тăвăр çуртран тухса кайрăм. Пирĕн вăхăтра салтак службин вăхăчĕ виçĕ çул пулнă. Эпĕ вара, Чукоткăна лекнĕрен, службăра икĕ çул анчах пулнă. Çапла майпа манăн хамăрпа пĕр çулхисенчен маларах киле таврăнма май пулчĕ.
Салтака кайичченех колхозра шофер стажерĕ пулса вăй хутăм. Шоферĕ – Сергей Тихонов. Маларах та мана – 7 класс пĕтернĕ хыççăнах яваплă ĕçсене шанса панă. «Комсомолия», ун хыççăн Максим Горький ячĕллĕ колхоз бригадирĕ хăйне пулăшакан пулма çирĕплетрĕ. Витали тете мана хуçалăх ĕçне хутшăнакансене ĕç кунĕ тăрăх шалу шутласа пама шанса панăччĕ. Çав çулсенче колхоза Энтепе çынни Иванов ертсе пыратчĕ. Хут ĕçĕпе ун патĕнче темиçе хутчен те пулма тÿр килнĕ.
Апла пулин те, çамрăк терĕç пулĕ, мана бригадира суйламарĕç. Çак вырăна салтакран таврăннă Петр Федорович Ефремова çирĕплетрĕç. Пытармастăп, хама суйламаншăн кÿрентĕм, ĕçрен каяс та килмерĕ:
_ Ничего, Венюк, ÿссе çирĕпленĕп те курĕç-ха мана малашне, бригадир та пулăп, _ терĕм хама хам.
Пурнăçа малалла ярасси пирки ĕмĕтленсе пурăнтăм. 1958 çулхи кĕркунне салтакран таврăннă хыççăн çурт лартма вăрман турттарма тытăнтăм. Салтакра чухнех çурт лартасси пирки командирсемпе сăмах пуçарнăран, вĕсем те хута кĕчĕç — мана кирлĕ хутсене хатĕрлеме пулăшрĕç. Вĕсене ял советне тăратнă хыççăн вăрман уйăрса пачĕç _ ĕç кăларма ансатрах пулчĕ.
Районти МТС çумĕнче уçăлнă трактористсен курсĕнчен те вĕренсе тухма пултартăм. Малтанласа мана ялти чи ăста трактористсем – Игнатий Еруслановпа Илья Павлов çумне çирĕплетрĕç. Вĕсемпе малтан плугарьте ĕçлерĕм, кайран хама расна трактор шанса пачĕç. 1961 çулта çĕнĕ çурт хăпартса лартрăмăр. Çавăнтанпа кашни кун пĕр пăта çапнă.
Ĕмĕтленни – халăх шанăçне çĕнсе илесси пурнăçа кĕчĕ. Колхоз «Победăпа» пĕрлешнĕ хыççăн пĕрлешÿллĕ хуçалăх ертÿлĕхĕ мана хăйсен куçĕ умĕнчен вĕçертмерĕ. Вĕсем чи яваплă ĕçсене пурнăçлама шанса пани вăй-хăват хушрĕ, тăрăшса вăй хума хистерĕ. Ыттисемпе пĕрле вăрман касма, тыр-пул акма, ăна пухса кĕртме хутшăнтăм. Ленин орденлă «Победа» колхозри ушкăнпа пĕрле Мускавра та темиçе хутчен пулма тÿр килчĕ: халăх хуçалăх çитĕнĕвĕсен куравĕнче, çĕршыва Леонид Брежнев ертсе пынă çулсенче Конституци йышăнас тĕллевпе йĕркеленĕ анлă пĕлтерĕшлĕ мероприятие. Унта манăн тухса та калаçмаллаччĕ. Хăна çуртĕнче кирлĕ çынсем çĕр каçипе эпĕ трибуна çинчен тухса калаçма тивĕçлĕ сăмахсене хатĕрлерĕç. Мероприяти программи тăкăс пулнăран, лару-тăру урăхла килсе тухрĕ – сăмах тухса калама май килмерĕ.
Трактористра пĕр улшăнмасăр 25 çул, колхозара 15 çул трактор, комплекслă бригадăсен бригадирĕ пулса вăй хутăм. Шанса панă ĕçе тÿрĕ кăмăлпа, чун ыйтнипе пурнăçларăм. Михаил Михайловский председательпе ĕçлеме тÿр килнĕшĕн хамăн шăпана тав тăватăп.
Мăшăрăм – Валентина Федоровна нумай çул Энтепери шкулта учительте ĕçлерĕ. Пĕр-пĕринпе вăрçса курман, тату, килĕштерсе пурăннă. 59 çул пĕрле пурăнтăмăр, шăп та лăп çав çул çитнĕ кун пурнăçран уйрăлчĕ вăл. Ăраскалĕ çапла пулчĕ-ши; Эпир 5 ача çуратса ÿстернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă, пурне те аслă пĕлÿ илме пулăшнă.
Халĕ килте Владимир ывăлăн çемйипе пурăнатăп. Кин – Мария Михайловна фельшерицăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Ывăлпа кин иккĕшĕ те çурт-пуç çыннисем. Килти хушма хуçалăхра йышлă выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, выльăх апатне те хăйсем акса-туса илеççĕ. Техники те – хамăрăн. Май пур таран вĕсене пулăшма, хавхалантарма тăрăшатăп. Вĕлле хурчĕсем – маншăн чун уççи, вĕсене ĕрчетме тытăнни 40 çул та пур…
Валера ТИХОН ыйтса пĕлнĕ.
Кивĕ Арланкасси ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code