Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлĕ тĕл пулу

Ĕçлĕ тĕл пулу

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин республикăри профсоюзсен представителĕсемпе тĕл пулнă.
Район администрацийĕнче пулса иртнĕ тĕл пулăва «Профсоюз ТВ» проектăн тĕп редакторĕ, Пĕтĕм Раççейри «Союз Труда» политика партийĕн политсовет ĕçтăвкомĕн членĕ Сергей Драндров, физкультура, спорт тата туризмăн профсоюз ĕçченĕсен республикăри организацийĕн председателĕ Сергей Лесин тата Чăваш Республикинчи вĕренÿ работникĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Зинаида Степанова хутшăннă.
Ĕçлĕ тĕл пулу вăхăтĕнче пĕрле пухăннипе усă курса вĕсем профсоюз юхăмĕн аталанăвĕпе çыхăннă ыйтусене, малашне пĕрле ирттерме палăртакан мероприятисем çинчен сÿтсе явнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code