Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Лаш Таяпа чиркĕвĕ – 180 çулта

Лаш Таяпа чиркĕвĕ – 180 çулта

Турăпа юлмастăн пĕр-пĕччен,
Çул çинче пĕр шиксĕрех çÿрен,
Хĕресне çыхсан – мĕн виличчен
Чирсене те çăмăл çĕнтерен.
Чиркÿпе çеç хушăнать çунат,
Пурăнмашкăн ырăрах тĕнче,
Пирĕшти те усалтан сыхлать,
Йывăр чух халь лăпкă чунсенче.
Чиркÿ тăтăр ялан чан çапса,
Пуç таятпăр Турра мухтаса…

…Çак асаилĕве Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнă кун тата Турă Амăшĕн Хусан Турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркĕве туса хунăранпа кăçал 180 çул çитнине халалласа çыратăп.
Чиркÿ мĕн авалтан Турă тĕнне кăна мар, культурăпа çутлăха саракан, историе çыракан, халăха вĕрентекен вырăн шутланнă.Тăван çĕршывăн йывăр вăхăчĕсенче пирĕн мăн асаттесем кăкăр çине хĕрес çакса,Турăран пулăшу ыйтса, пĕтĕм тăшмансене çĕнтернĕ. ХХ ĕмĕрте вара чиркÿсене хупса,Турра ĕненекенсене хĕсĕрлесе йăнăшсем тунипе, çынсен ăс-тăнĕсем улшăнса кайнипе пурнăçра киревсĕрлĕх çиеле тухма пуçланине халĕ хамăр куçпа куратпăр.
Пуриншĕн те чиркÿ сăваплă та чи хаклă вырăн, çыннăн ĕмĕрĕ кĕске-и,вăрăм-и, вăл чиркÿрен пуçланать: шыва кĕртнĕ, ят хунă, ÿссе çитсен мăшăрланса венчете тăнă, вилĕм çитсен те – чиркÿрех вĕçленет.
Лаш Таяпара пĕрремĕш чиркÿ 1840 çулта уçăлнине çак прихута кĕрекен ялсенче пурăнакан ватă çынсем, Турра ĕненекенсем лайăх пĕлеççĕ. «К истории церквей и приходов 5-го Благочинного округа Чебоксарско-Чувашской епархии ?к 10-летию округа/», авторĕ Ильин И.Н. кĕнекинче çапла çырнă: «Село Лащ-Таяба ?Уразгильдино/. Церковь Рождества Пресвятой Богородицы построена на средства Департамента Уделов в 1840 году по утвержденному 2 ноября 1838 года министром императорского двора представления управляющего Симбирской Конторой Уделов А.Глинки об устройстве в Буинском и части Симбирском уездах девяти, деревянных церквей, на каменном фундаменте, в числе которых включена была и церковь в Уразгильдино Тайбе.На устройство всех этих девяти церквей и на снабжение их утварью и прочными потребностями Министр назначил 100 тысяч рублей, т.е. на каждую церковь по 11139 рублей. Были составлены сметы и планы фасадов архитектором Мейером, были выделены средства «На постройку домов для священников по составленному плану и приписаны деревни к этим церквам. Но своим « доношением» Святому Синоду Преосвященник Анатолий, Архиепископ Симбирский и Сызранский, настоял, что к Уразгильдинской Тайбе еще надлежит присоединить по ближайшему четырех верстному от одной по отдаленной и от настоящей церкви Сугутской расстоянию, деревни Старые и Новые Арлановы и от Буинского прихода крещенных татар из деревни Кайбищи».
Таким образом, приход церкви села Уразгильдино Тайбе состоял из селений:
Уразгильдино Тайба 255 дворов.
Верхний Лащи 29 двор.
Белая Волошка 84 двор.
Тойгильдино 109 двор.
Старые Арланово 60 двор.
Новое Арланово 64 двор.
Кайбищи крещенные татары 7 двор.
В 1889 году к церкви на средства прихожан пристроен придел, и церковь стала двух престольной: главный – холодный во имя Рождества Пресвятой Богородицы, в теплом придел в честь Божей Матери Казанской. Длина церкви с колокольней 12,5 саженей, колокольня 4-х ярусная, высота 8-саженей на церкви одна глава.
Церковь закрыта в 1940 году. Здание не сохранилось.
Церковная община и церковь вновь зарегистрированы в 1991 году. Действует.»
Лаш Таяпа чиркĕвĕн историйĕ, ĕçĕ-хĕлĕ çинчен çырса кăтартас тесен аса илмелли питĕ нумай, пĕтĕмпех çырас пулсан уйрăм кĕнеке те кăларма пулать. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнче Турра ĕненекенсем умĕнче çĕнĕ йывăрлăхсем сиксе тухнă.1917 çулта Октябрьти революци хыççăн чиркÿсен ĕçне хĕсме пуçланă, вĕсен çĕрĕсене туртса илнĕ, унта ĕçлекен çынсене арестлеме пуçланă.
Çак тапхăрта вара Раççейре чиркĕве хирĕçле агитаци пуçланать. Çынсем, уйрăмах çамрăксем, чиркÿрен ютшăнма тытăнаççĕ.
1921-1922 çулсенче Атăл тăрăхĕнче выçлăх пуçланнă. Çавăнпа та выçăпа асапланакансене пулăшмашкăн чиркÿсен пурлăхне туртса илесси çинчен декрет кăларнă. Елчĕк районĕнче 1930 çултан пуçласа 1941 çулччен 14 чиркÿрен 13-шне хупнă. Лаш Таяпа чиркĕвне 1940 çулта.
Ялти ватă çынсем тата чиркĕве çÿрекенсем çапла каласа кăтартаççĕ. Чиркĕве хупсан ачасене шыва кĕртме Матакран Василий пачăшкă килсе çÿренĕ, вăл Варччасем патĕнче пурăннă, мира çăвĕ сĕрнĕ. Татьяна аппа, Анюта аппа, Майрук аппа тĕне ĕненекенсем патне килрен çÿренĕ.
1931 çулхи раштав уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă Ольга Питтимировна Абдюшева пурăннă чухне 2010 çулта çапла каласа пачĕ: «Мана Энтепе чиркĕвĕнчи Серафим пачăшкă шыва кĕртнĕ, вăл Лаш Таяпара та ĕçленĕ». Унăн килĕнче Анюта аппа парса хăварнă кивĕ Турă кĕнеки «Требник» та пурччĕ. 1991 çулта çав кĕнеке тăрăх çĕнĕ чиркÿ уçăлсан кĕлĕ тунă. Вăл юнкун, чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, чиркĕве уçнине аса илчĕ.
Ваттисен çуртĕнче пурăннă, 91 çула кайнă Савит аппа ?Сорокина Елизавета Григорьевна/ çапларах аса илнĕччĕ: «Эпĕ 1919 çулта юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Манăн атте Григорий Матвеевич Воронин Лаш Таяпари чиркÿре ĕçленĕ. Чиркĕве ял халăхĕ нумай пуçтарăнатчĕ, кĕлĕсенче чылай пулнă. Кĕркунне, чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче, престол уявĕ вăхăтĕнче кунта 8-9 пачăшкă та пулнă. Василий Борисов псаломщика астăватăп, Мишер Ахваниçĕ ?Мишер Санин ашшĕ/ чан çапатчĕ. Манăн Серафим тетепе Ефим тете те чиркÿре юрлатчĕç. Хĕрарăмсем те пурччĕ, Майрук аппа тата ыттисем те. Чиркĕвĕн 2 престол, хăватлă ĕçсем тăвакан Пантелеймон иконĕ пулнă, халь ăçта – пĕлместĕп – Пăралана илсе кайнă-и; Кайран, чиркĕве хупнă хыççăн, тĕне ĕненекенсем Тăрăна, Пăралана, Тĕмере çÿренĕ, ачисене çавăнта шыва кĕртнĕ. Чиркÿре тырă хурса пурăннă, кĕлет те пулнă…»
Васильева Вера аппа та кăштах калама кăмăл турĕ: «Ĕлĕк Турра ĕненесси вăйлă пулнă, путвалта просвир пĕçернĕ, Элекçей Тимешрен, отец Андрей 10 çул тĕрмере нуша курнă, çавăнтах вилнĕ…»
Лаш Таяпа ялĕнче чиркĕве çĕнĕрен 1991 çулхи чÿк уйăхĕн 4-мĕшĕнче уçнă. Çак пысăк ĕçĕн пуçаруçи Энтепе пачăшки Валерий атте пулнă. Унсăр пуçне, Лаш Таяпара шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Геннадий Иванович Хрисановăн тÿпи те пысăк. Çак шкулта паянхи кунченех вăй хуракан Петр Аркадьевич Теренин çапла каласа кăтартрĕ: «Валерий аттепе Шупашкар хулине кайса çĕнĕрен чиркÿ уçма Варнава Владыкăран пил илсе килтĕмĕр. Авалхи шкултан ?тата маларах вăл ялти пĕр пуян çурчĕ те пулнă теççĕ/ чиркÿ тăвакан ăстасем те Энтепе ялĕнчен. Асли – Моисей тата пиччĕшĕпе шăллĕ – Григорьевсем, ял халăхĕ пулăшнипе ĕçлесе пĕтерчĕç. Ун чухне «Слава» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Владимир Воробьев, ял халăхĕ хастарлăх кăтартнă».
Чиркĕве малтанхи вăхăтра кĕлĕ тума Валерий атте çÿренĕ.1993-2007 çулсенче пачăшкă пулса тĕн семинаринчен вĕренсе тухнă Сергий атте, 2007 çултан пуçласа 2009 çулхи пуш уйăхĕччен Никодим атте ĕçленĕ. Унтанпа Силуан атте чиркĕве ертсе пырать. Унăн пархатарлă ĕçĕсене Лаш Таяпара çеç мар, Елчĕк районĕнче те, Шупашкар хулинче те пĕлмен çын та çук пулĕ. Халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлет кăна мар, çĕнĕрен те çĕнĕ пуçарусем тума та пĕлет. Вăл тăрăшнипе, Турă тата халăх пулăшнипе ялта пысăк чиркÿ çурчĕ çĕкленсе ларчĕ. Халĕ вăл аякранах илемлĕн курăнса ларать, тĕне ĕненекенсене хăй патне чĕнет. Силуан атте хальхи вăхăтра та чиркÿ йĕри-таврашне тирпей-илем кĕртес ĕçе хутшăнма вăхăтне тупать. Ăна пулăшса пыракансем те нумаййăн, пурин хушаматне каласа та пĕтереймĕн. Çÿлти Турă пурне те курса тăрать, пурне те пĕлет…

Пĕр саншăн эп чунтан хавас,
Чечекленен шавах-çке эс.
Сана мĕнпе савăнтарас,
Çуралнă ял, тăван кĕтес.
Аса илеп тунсăх чухне,
Куç умĕнче – ман тăвансем,
Юратнă кил, атте-анне,
Вăрăмланса пыраç çулсем,
Вăхăт куллен шыв пек юхса
Иртет кашни кунах умран.
Халь тăнăç пурнăç, йăл кулса,
Алне суллать, мана курсан.

Валерий ТЕЛЕЙ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code