Суббота, Август 15, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чи шанчăклă çыхăну хастарĕсем

Чи шанчăклă çыхăну хастарĕсем

Почта – ĕмĕрхи çыхăну тĕсĕсенчен пĕри шутланать пулин те паян та хăйĕн пĕлтерĕшне çухатман. Уйрăмах ял çыннишĕн чи шанчăклă çыхăну мелĕ пулса тăрать.
Елчĕкри почтамтăн районти уйрăмĕсенче 100 çын тăрăшать. Вĕсен йышĕнче тĕрлĕ профессиллĕ çынсем. Çапах та çыхăну тытăмĕнче почтальонсем тĕп вăй пулса тăраççĕ. Вĕсем районта 47-ĕн. Кирек мĕнле çанталăкра та харсăр почтальонсем вулакан патне тулли кăмăлпа çитме васкаççĕ, хаçат-журнала, пенсие вăхăтра тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Çăмăл ĕç тесе калаймăн почтальон тивĕçне: куллен ял тăрăх утмалла, çырăнтару вăхăтĕнче уйрăмах халăхпа тĕл пулса калаçмалла, пысăк сумкăра хаçат-журнал кăна мар, апат-çимĕç продукчĕсем те йăтмалла. Ял çине тухса çÿреймен ватăсене куллен кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тесе те тимлеççĕ вĕсем.
Кăçал тата коронавирус чирĕ алхаснă май почтальонсен яваплăхĕ нихçанхинчен ÿсрĕ. Вĕсем чир-чĕре парăнмасăр куллен подписчиксем патне килĕрен çÿреççĕ, ватăсене пенси укçине вăхăтра çитереççĕ. Килте ларакан аслă ăру çыннисем çăмăллăхсемшĕн усă куракан тÿлевсене те вăхăтра тÿлессине тĕпе хураççĕ. Пĕр сăмахпа каласан, пĕр кун та ĕçлемесĕр ларман.
Йышлă та туслă коллектив професси уявне çулсерен анлă, культурăллă канса уявлатчĕ. Кăçалхи лару-тăрура уяв лăпкăрах иртĕ. Çапах та тăрăшуллисене, малта пыракансене чыслассине йăларан кăларас темеççĕ. Акă, Тăрăмри почта çыхăну уйрăмĕнчи Антонина Бернс почтальонка «Раççей Почти» УФПСăн республикăри Хисеп хутне илме тивĕç пулнă. Курнавăшри почта çыхăну уйрăмĕнчи Галина Векова почтальонка, Елчĕк-1 почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Надежда Бегдаутова ячĕсем почтамтăн Хисеп хăми çине кĕнĕ. Кавалти почта çыхăну уйрăмĕн начальникĕ Светлана Сергеева «Çыхăну мастерĕ» ята тивĕçнĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Кавалти почта çыхă- ну ĕçченĕсем – С.Сергеева, А. Новикова, Т.Смирнова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code