Воскресенье, 13 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çемье телейĕн уççи – юратупа шанчăклăхра

Çемье телейĕн уççи – юратупа шанчăклăхра

Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни кăна çителĕксĕр, чун-чĕрери ăшă туйăма çулсем иртнĕ май та сыхласа хăварма пĕлмелле, çемье вучахне самантлăха та сÿнме парас мар тесе ăнтăлмалла. Районта чыслă та тату, юратупа, пĕр-пĕрне хисеплесе, ăнланса пурăнакан сумлă çемьесем йышлăн.
Раççейре, çав шутра районта та, июлĕн 8-мĕшĕнче вун виççĕмĕш хут Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне паллă турăмăр. Йăлана кĕнĕ тăрăх, кăçал та ял çинче хисеплĕ мăшăрсене чыслассине мала хутăмăр.
Шăмалакри Анатолий Михайловичпа Елена Николаевна Черновсем çемье чăмăртани 60 çул иртнĕ. Çемье пуçĕ хăйĕн пурнăçне ял хуçалăхĕпе çыхăнтарнă. 38 çул колхозра вăй хунă. Нумай çул ырми-канми, тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнă Анатолий Михайлович Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденне, медальсене тивĕçнĕ. Унăн мăшăрĕ, Елена Николаевна, 38 çул ялти шкулта ачасене вĕрентсе воспитани панă. Ăшпиллĕ çемье ывăлпа хĕр ÿстернĕ. Мăшăрăн килĕнче мĕн пĕрлешнĕренпех юратупа килĕшÿ хуçаланать. Черновсем çамрăк çемьесемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.
Сăрьелĕнчи Идиятуллинсем 50 çул пĕр сукмакпа утса икĕ ача çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Фаик Фатыхович тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшса ял-йыш хисепне çĕнсе илнĕ. Вăл пĕр вăхăт Аслă Пăла Тимеш ял совечĕн председателĕнче, Сăрьел ял администрацийĕн пуçлăхĕнче, Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн ертÿçин çумĕнче тăрăшнă. Кирек мĕнле яваплă ĕçре те вăл тÿрĕ кăмăлĕпе, çынлăхĕпе палăрнă. Упăшкине çур сăмахранах ăнланакан мăшăрĕ, Нурания Зиятдиновна, мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен ялти шкулта пуçламăш класс шăпăрланĕсене вĕрентнĕ. Паян та вĕренекенĕсем пуç тайса тав сăмахĕ каласан кăмăлĕ çĕкленет сумлă учителĕн. Ватлăхра хăйĕн ĕçĕн паха çимĕçĕсем темрен ытларах хавхалантараççĕ кĕмĕл çÿçлĕ ĕç ветеранне.
Ылтăн туй кĕрекине ларнă Идиятуллинсем çемье телейĕ юратура, ĕçре, пĕр-пĕрне ăнланса пурăннинче пулнине лайăх ăнланаççĕ, çамрăксене те çавнах сунаççĕ.
Тăрăмри Енедеровсем те хăйсен тăрăхĕнче çеç мар, районта паллă та пултаруллă, ĕçчен мăшăр пулнипе палăраççĕ. Çемье пуçĕ, Николай Георгиевич, алла инженер дипломне илнĕ хыççăн тăван колхоза ĕçлеме килнĕ те паянхи кунччен унта çанă тавăрса вăй хурать. «Рассвет» ЯХПКра тăрăшулăхĕпе палăракан, нимĕнле хура, мазутлă ĕçрен те ÿркенмен, ял хуçалăх техникине пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек лайăх шĕкĕлчекен, кирек мĕнле условисенче те вĕсене тухăçлă та пĕр кăлтăксăр ĕçлеттерекен тĕп инженер автомашинăпа трактор паркне тивĕçлĕ шайра тытса тăрать, механизаторсемпе пĕр чĕлхе тупать. Техникăна юратнăран тĕрлĕ изобретенисем те ăсталать вăл. Ĕçне кура хисепĕ тенĕрен, Николай Георгиевича Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ ят панă. Хăйĕн профессине чун-чĕрипе парăннă çын юратнă та пултаруллă мăшăр, хисеплĕ те сăпайлă атте, ытарайми çепĕç чĕлхеллĕ кукаçи-асатте, кил-йыша тĕп вырăна хуракан, хаклакан арçын. Мăшăрĕпе, Людмила Аркадьевнăпа, 37 çул килĕштерсе те тату пурăнса виçĕ пепкене пурнăç пилленĕ. Людмила Аркадьевна пурнăçне ачасене пĕлÿпе воспитани парас ĕçе халалланă. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ ачасене тăван чĕлхепе литературине вĕрентнĕ. Общество ĕçĕнче харсăрлăхĕпе палăракан ветерана Тăрăм ял тăрăхĕн депутатне суйланă. Вăлах ялти фольклор ушкăнĕн активлă членĕ. Çав вăхăтрах район хаçачĕпе те туслă çыхăну тытать.
Ачисем те харсăр та вăр-вар ашшĕпе амăшнех хывнă. Дмитрий кире пуканĕ йăтассипе Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ. Ольга амăшĕн çăмăл мар профессине суйласа илнĕ. Алена вара мĕн пĕчĕкрен выльăх-чĕрлĕхе юратаканскер, ветеринари врачĕн дипломне алла илсен тăван тăрăха таврăннă. Хальхи вăхăтра «Прогресс» АХОра тĕп выльăх-чĕрлĕх тухтăрĕнче тăрăшать. Вăл кăçал ĕçри ÿсĕмсемшĕн ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.
Çак сумлă çемьесене уявра савăнăçлă лару-тăрура «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» общество медалĕпе чысланă. Унта район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, райадминистрацин культура тата информаципе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕ Зарема Князева, вырăнти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, специалисчĕсем, районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсем, ачисемпе çывăх тăванĕсем хутшăннă.
Çемье – кашни çыннăн чи пысăк телейĕ. Упрар та хаклар ăна.
Н.БАЙМУШКИНА,
ЗАГС пайĕн начальникĕ.
Сăн ÿкерчĕкре: Енедеровсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code