Воскресенье, Сентябрь 20, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Водитель свидетельствине алла илнĕ

Водитель свидетельствине алла илнĕ

Курнавăшри шкултан вĕренсе тухакансем пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ илнине çирĕплетекен аттестатпа пĕрле водителе вĕреннине ĕнентерекен «В» тата «С» категорири свидетельствăсене те алла илнĕ.

Вĕренÿ çулĕ чылай маларах вĕçленнĕ пулин те, коронавирус алхаснине пула выпускниксен, вăтам шкулта вĕреннипе пĕр вăхăтрах професси пĕлĕвĕ илнисен квалификаци экзаменĕсене пама, çакна кура тивĕçлĕ документсене вăхăтра алла илме май килмен.

Кĕтнĕ кун вара çитнех. Професси пĕлĕвĕ илес ĕмĕтпе çунатланнă яшсемпе хĕрсем иртнĕ кунсенче теори тата практика экзаменĕсене ăнăçлă панă. Экзамен комиссийĕн председателĕ Т.Николаева шкул директорĕ, комисси членĕсем: машиноведени предметне ертсе пыракан В.Курчин, производство вĕрентĕвĕн мастерĕ Г.Корнилов, физика предметне вĕрентекен Г.Дмитриев водительсен класĕнчи вĕренекенсен экзаменри теори пĕлĕвне анчах мар, практикăри пĕлĕвне – шкулти хупă площадкăри тата ял хушшинчи çулсем çинче автомашинăна епле çÿретме пултарнине те тивĕçлипе хакланă.

Апла пулин те пулас водительсен мĕн пур енĕпе çирĕп тĕрĕслев витĕр тухмалла – удостоверени илмелли квалификаци экзаменне вĕсем Патăрьелĕнчи ГИБДДра параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code