Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вырма вăй илет

Вырма вăй илет

Район уй-хирĕсенче хĕрÿ ĕç çи пуçланчĕ. Ĕнерхи кун тĕлне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене пурĕ 150 гектар çинче вырса паккуссене кушăхтарма хывнă.

Ĕç çи каçалăкне «Рассвет» ЯХПКпа «Победа» ООО уçнă. Ĕнер «Прогресс» АХОри тата «Комбайн» ЯХПКри механизаторсем хире тухнă. Ку чухне вĕсенче пуринче те çĕнĕ йышши хăватлă техникăсемпе усă кураççĕ. Çанталăк условийĕ чăрмантармасан ĕç тухăçлăхĕ те пысăк пулмалла.

…Пĕр вăхăтрах районта çитес çулхи тыр-пул никĕсне хывса хăварассипе те тимлеççĕ – йÿçек çĕрсене извеçлеççĕ, фосфор çăнăхĕ сапаççĕ. Хальлĕхе çак ĕçе 668 гектар çинче /планпа палăртнин 15 проценчĕ/ пурнăçланă.

Сăн ÿкерчĕкре: «Рассвет» ял хуçалăх производство кооперативĕн ытарайми анлă уй-хирĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code