Суббота, Август 15, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Физкультура и спорт > Спортпа туслă пике

Спортпа туслă пике

Аслă классенче Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ Анастасия Краснова мĕн пĕчĕкрен спортпа çывăх туслашнă. Хĕр ачана спортра пĕрремĕш утăмсем тума амăшĕ пулăшнă. Вăл çамрăк чухне лайăх спортсменка пулнă.

Настя шкул парти хушшинче ларнă чухне хăйне спортăн тĕрлĕ енĕпе тĕрĕсленĕ. Волейболла выляма кăмăлланă, шывра ишессипе палăрнă, йĕлтĕрпе чупассипе мала тухнă. Çапах та çăмăл атлетикăпа тата çывăх пулнăран ăна суйласа илнĕ. Халĕ ĕнтĕ «спорт королевипе» 10 çул пĕрле. Пурнăçа спортпа çыхăнтарма çăмăл мар пулсан та Настя нăйкăшмасть, малаллах талпăнать, тăтăшах çуран чупура.

Настьăн эрнере пилĕк тренировка иртет. Хăш-пĕр кунсенче вара икĕ хутчен те стадиона васкать. Вăл хăйĕн пĕрремĕш тренерне – «Улăп» ФОКра тăрăшнă Алексей Васильева ăшшăн тата тав туса аса илет. Мĕншĕн тесен шăпах унăн тренировкисенче хĕр ача шăпах ÿт-пĕвне пиçĕхтерсе хăйĕнче чăн-чăн спортсмена курма тата кăтартма, кăмăлне çирĕплетме пуçланă.

Спортри чи пĕрремĕш çĕнтерĕве пике çап-çутă сăрăсемпе нумайлăха упраса хăварĕ. Вăл ăна шкулта 500 метрлă дистанцие çуран чупассипе çĕнсе илнĕ. Ку çитĕнÿ хыççăн Настя çăмăл атлетикăпа иртнĕ ăмăртусене ытларах та ытларах хутшăннă. Вăхăт шунă май çитĕнÿсемпе палăрсах пынă вăл. Çавăн пек наградăсенчен пĕри аслисен пĕрремĕш разрячĕ. 400 тата 100 метрлă дистанцие чупса çĕнсе илнĕ вăл çак чыса.

Настьăн девизĕ пурнăçра та, спортра та пĕрешкел: «Яланах малалла утмалла, нихăçан та парăнмалла мар!». Хăйĕн планĕсене вăл уççăн палăртать, лартнă тĕллевсене яланах пурнăçлама тăрăшать.

Хальхи вăхăтра тантăшăм Шупашкарти Н.В. Никольский ячĕллĕ професси колледжĕнче 4-мĕш курсра физкультура специальноçĕпе вĕренет. «Паллах, спортпа вĕренĕве пĕрлештерме çăмăл мар, çапах та эпĕ вĕренÿре те, спортра та малтисен ретĕнче», – хавхалансах пĕлтерчĕ тусăм. Пушă вăхăт сахал пулсан та Настя хăйĕн хоббийĕ валли те вăхăт тупать. Вăл ташлама юратать, моделингпа кăсăкланать.

Настя шкул ачисене спортпа яланах туслă пулма сĕнет. «Выляса яни вăл чи малтанах опыт, çавăнпа та унран хăрамалла мар», – хăйĕн шухăшне пытармарĕ вăл.

Ирина ПЕТРОВА,
ЧПУ студентки.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Краснова.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code