Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ вăрçа хутшăннă

Виçĕ вăрçа хутшăннă

Манăн атте – Иван Васильевич Бобылев – 1895 çулта Элпуç ялĕнче çуралнă. Çемьере асли пулнă вăл. Çамрăклах ĕçе кÿлĕннĕ, 12-ре чухне сухапуç тытнă, 14 çулта юлташĕсемпе пĕрле Владивостока шахтăна ĕçлеме тухса кайнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан И.Бобылева Владивостокри кĕпĕрне çар комиссариатĕнчен хĕсмете янă. Хĕвел анăç фронтĕнче Австрипе Германи çарĕсене хирĕç çапăçнă. Пĕринче ăна кăкăртан тата сылтăм аллинчен амантаççĕ. Пĕр тапхăр госпитальте сипленсен Элпуçне таврăнать.

1919 çулта ялти хĕрпе Мария Яковлевна Андреевăпа çемье çавăрнă хыççăн аттене Хĕрлĕ çара мобилизацилеççĕ. Граждан вăрçи вĕçленсен яла килет. Унта ăна мăшăрĕпе хĕрĕ кĕтнĕ. Малтан хресчен хуçалăхĕнче ĕçленĕ, 1930 çулта «Социализм» колхоза йĕркелеме активлă хутшăнать, правлени йышĕнче те тăрăшать. Хастар пулнăран-тăр, ăна Курскри коммунистсен аслă ял хуçалăх шкулне икĕ çуллăха вĕренме янă. Унта зоотехник профессине алла илсен Патăрьел районĕнче, Комсомольскинчи инкубатор станцийĕнче, Кĕçĕн Çĕрпÿелти çу заводĕнче вăй хунă.

1940 çулта, финн вăрçи пĕтсен, пирĕн çемье Финляндине тухса кайнă. Ялтан тата районти тĕрлĕ тăрăхран нумай çемье çĕнĕ пурнăç йĕркелес тĕллевпе çул тытнă унта. Анчах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан çемье эвакуаци йĕркипе яла таврăнать.

1942 çулхи çĕртме уйăхĕнче атте мобилизаци йĕркипе виççĕмĕш хутчен салтак тумне тăхăнать. 160-мĕш стрелковăй полкăн стрелокĕ Ржев патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнать. Хĕллехи шартлама сивĕсене пула вăйлă шăнса чирлет. Челябинск облаçĕнчи Троицк хулинчи госпитальте ура çине тăрсан киле яраççĕ. Пĕрремĕш ушкăнри инвалид пулнине пăхмасăр вăл колхоз ĕçĕсене явăçать, пахча çимĕç бригадин бригадирĕн тивĕçĕсене те пурнăçлать. Харсăр, ырă кăмăллă пулнăран ятлă-сумлăччĕ вăл. Çапах та аттен сывлăхĕ начарлансах пычĕ. 1949 çулхи чÿк уйăхĕн 19-мĕшĕнче вăхăтсăр çĕре кĕчĕ…

2005 çулта Чăваш Енре «Астăвăм» кĕнеке /3 том/ пичетленсе тухнă. Унта Элпуçĕнчи фронтран таврăннă салтаксем хушшинче атте хушаматне шырарăм – çук. Çавăнпа çак ыйтупа Елчĕк район çар комиссариатне /хупăниччен/ те тухнăччĕ, унта вăрçа кайнисен йышĕнче пур. Тĕпчесен-тĕпчесен паллă пулчĕ, «Астăвăмра» аттен хушаматне йăнăш çырнă: Бобылев вырăнне Бобышев тенĕ. Ку кăна та мар. Эмметево ялĕ Эшмикеево тесе çырăннă…

Аттепе анне çемйинче 9 ача çуралнă. Иккĕшĕ пĕчĕклех вилнĕ. Халĕ 3 ачи, 14 мăнукĕ, 23 кĕçĕн мăнукĕ пурăнаççĕ. Эппин фронтовик йăхĕ малалла тăсăлать.

Р.БОБЫЛЕВ.
Елчĕк ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code