Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шывра яланах асăрхануллă пулар

Шывра яланах асăрхануллă пулар

Ăшă кунсем пуçлансанах нумайăшĕ пĕвесемпе юхан шывсенче шыва кĕме пуçларĕç. Анчах та асăрханулăх правилисене манса кайнă е пăхăнман пирки, час-часах çынсем инкеке çакланаççĕ, хăшĕ- пĕрисен вара пурнăçĕ те татăлать.

Мĕн тумалла çу кунĕсем инкек-синкексĕр, савăнăçлă кăна иртчĕр тесен? Çак тата ытти ыйтусем çине хуравсем илме Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачĕпе Е.Егоровăпа калаçрăмăр.

– Елена Михайловна, çулсеренех пĕвесемпе юхан шывсенче çынсем путса вилеççĕ. Кăçал пирĕн республикăра мĕнлерех лару-тăру?

– Шел пулин те, пĕр çул та шыв çинче инкексĕр иртмест. Кăçал пирĕн республикăра 20 çын ытла вилнĕ, вĕсенчен 2-шĕ ача. Çулсеренех специалистсем хăрушсăрлăх правилисене асăрхаттарсах тăраççĕ пулсан та нумайăшĕ вĕсем çинчен манса каять.

– Ытларах мĕнле сăлтавсем инкек патне илсе çитереççĕ?

– Çынсем путса вилнĕ сăлтавсене тишкернĕ май, ытларах чухне нумайăшĕ ятарласа уçман вырăнта шыва кĕни, ишме пĕлменни, çын хăйĕн вăй-халне тĕрĕс хакламанни инкек патне илсе çитерни палăрать. Çакна каласа хăвармалла: аслисем ытларах ÿсĕр пулнипе шывра путаççĕ. Путса вилекенсем хушшинче чылайăшĕ арçынсем.

– Çынсем нумайăшĕ ишме пĕлетпĕр тесе инçе çитиех çырантан ишсе каяççĕ. Путса вилекенсем хушшинче ишме пĕлекенсем пур-и?

– Шел пулин те, ишме пĕлекенсем хушшинче те инкеке çакланакансем чылай. Çавăнпа та пурин те шыв çинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатмалла мар.

– Елена Михайловна, шыва кĕмелли йĕркене тепĕр хутчен пăхса тухни те вырăнлă пулĕ. Хăрушсăрлăх правилисене асăнса хăварăр-ха?

– Яланах асра тытмалла: пĕлнĕ çĕрте, ятарласа уйăрнă вырăнта çеç шыва кĕмелле.

Пĕччен шыва кĕмелле мар тата инçете те ишсе каймалла мар. Чикĕ палăртса карнă паллăсем урлă та ишсе каçма юрамасть. Ăшă та çилсĕр, тÿлек çанталăкра ирхи 8 сехетпе 10 сехетчен, каçхине 5-пе 7 сехетчен кăна шыва кĕме тăрăшмалла. Салтăннă хыççăнах чупса пырса шыва чăммалла мар. Малтан шыва майĕпен кĕрсе тăрса, кĕлеткене шыва пĕчĕккĕн хăнăхтармалла. Çапла организм сивĕ шыва ерипен хăнăхса пырать, шăнăр туртас хăрушлăх та сахалланать. Шывра алхасмалла мар. Пĕрне-пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хул пуççирен шыва тĕртни час-часах инкек патне илсе пырать. Шывра 20-25 минутран ытла пулмалла мар. Нумай хушши шывра пулсан, çын шăнса каять. Шăннине пула шăнăр туртса лартас, чирлес хăрушлăх тухса тăрать. Ÿсĕрле шыва кĕмелле мар.

– Шăнăр туртса лартсан, мĕн тумалла?

– Шăнăр туртнине ирттерсе ярас тесен ятарлă майсем пĕлмелле. Алă пÿрнисем туртăннине туйсанах пÿрнесене хăвăрт тата пĕтĕм вăйпа чăмăра хуçлатмалла, хыççăнах алла аяккалла сулса янă пек хускану тумалла та чăмăра уçса ямалла. Ура хырăмĕн мышци туртса лартсан, хуçланса икĕ алăпа ура пысăк пÿрнисене ярса тытмалла, ăна вăйпа хăвăн патнелле туртмалла.

Шăнăр туртса лартнă мышцăна алăпа чĕпĕтмелле, май пулсан çумра пулнă йĕппе е булавкăпа чикмелле. Енчен те шăнăр туртса лартни иртмест пулсан, çурăм çине çаврăнса çыран еннелле алăсемпе ишме тăрăшмалла. Тата çакна каласа хăвармалла: час-часах шыв юхăмне лекни те инкек патне илсе çитерме пултарать. Нихăçан та юхăма хирĕç ишмелле мар. Майлă ишсе çыран хĕрне тухма тăрăшмалла.

– Енчен те çын путма пуçланине курсан, ăна мĕнле пулăшу памалла?

– Путакан çынна асăрхасан е кăшкăрнине илтсен, пĕр тăхтамасăр ăна сас памалла, вăл пĕччен маррине, ăна пулăшакан пуррине туйтармалла. Май пур пулсан, путакана хăвăртрах шăчă, кантра пăрахса памалла, пĕр-пĕр япала вĕçне тыттарма тăрăшмалла. Ишме лайăх пĕлсен, путакан çын патне хăвăртрах ишмелле. Инкеке лекнĕ çын хăйне ярса тытасран хыçалтан ишсе пымалла, хăраса ÿкнĕскерне сăмахпа лăплантарма тăрăшмалла.

– Çынна туртса кăларнă хыççăн мĕнле пулăшу памалла?

– Туртса кăларнă хыççăнах путакан çынна пулăшу пама пуçламалла. Вăл хăсса яма пултарать. Хăсăкĕпе чыхăнса ан кайтăр тесен, унăн пуçне аяккăн тытмалла. Çăварне тĕрĕслемелле, хăйăртан е хăсăкран тасатмалла. Çăтса тултарнă шыва кăларас тесе, хăвăрăн пĕр чĕркуççи çине тăмалла, туртса кăларнă çынна тепĕр чĕркуççи çине хырăмпа хумалла, çурăмĕнчен темиçе хутчен пусмалла. Енчен те çын сывламасть, чĕри тапмасть пулсан, çурăм çине вырттармалла. Хăвăртрах чĕрине тÿрĕ мар массаж тума, искусственнăй майпа сывлаттарма пуçламалла. Çак пулăшăва çын тăна кĕриччен е васкавлă пулăшу киличчен памалла.

– Ачасемпе инкек сиксе ан тухтăр тесен ашшĕ-амăшне мĕнлерех сĕнÿсем паратăр?

– Яланах асра тытмалла: ачасен пурнăçĕшĕн аслисем яваплă. Чи малтанах вĕсене кÿлĕсемпе юхан шывсем çывăхĕнче хăйсене епле тытмаллине, пĕлмен вырăнта шыва кĕме юраманнине ăнлантармалла. Ачасене пĕчĕккĕллех ишме вĕрентмелле. Пĕчĕккисене шыв хĕррине аслисемсĕр хăйсем тĕллĕн çÿреме ирĕк памалла мар. Пĕве, юхан шыв патне ачасемпе пĕрле кайсан та, шыв тарăн мар пулсассăн та, вĕсене сăнасах тăмалла.

– Елена Михайловна, калаçăва вĕçленĕ май хаçат вулаканĕсене мĕн сĕнетĕр?

– Çуллахи кунсем йĕркеллĕ иртчĕр, савăнăçлă аса илÿсем кăна хăварччăр тесен яланах хăрушсăрлăх правилисене асра тытмалла, вĕсене пăхăнмалла.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code