Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Тухтăр патне – онлайн мелпе

Тухтăр патне – онлайн мелпе

Чăваш Енре пурăнакансем кăçалхи пуш уйăхĕнчен пуçласа тухтăр патне Патшалăх пулăшăвĕсен пĕрлехи порталĕ урлă та çырăнаяççĕ.

Коронавирус эпидемийĕ сарăлма тытăнсан çак меслете вăхăтлăха ансатлатма тивнĕ. Расписанисене терапевт, пĕтĕмĕшле практика тухтăрĕ тата травматологи, хирурги, офтальмологи специалисчĕсем валли çеç хатĕрленĕ. Апла пулин те 4 уйăхра тухтăрсем патне портал урлă 138 пин çын çырăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code