Суббота, Август 15, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Рифкат Харисов – ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ

Рифкат Харисов – ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ

Ăна, нумаях пулмасть сакăр теçетке тултарнă ĕç ветеранне, пирĕн вулакансем пурте тенĕ пекех лайăх пĕлеççĕ. Вăл 20 çул каяллах пенсие тухнă пулсан та, пĕр кун та канлĕ пурăнса курман пуль. Никам хушмасăр-хистемесĕрех таçта та çитет: шкулта вĕренекенсемпе, çамрăксемпе тăтăшах курнăçса калаçать, Германире е Афганистанра пулнă салтак-патриотсемпе тĕрлĕ ыйтусем сÿтсе явать, ваттисен çурчĕсенче пурăнакансем патĕнче пулса тĕрлĕ енлĕн пулăшу е парнесем парать, тăван ялĕнчи, Сăрьелĕнчи палăксене пăхса тăма е çĕнетме те майне тупать. Нумаях пулмасть ял масарĕ тавра хăйĕн укçи-тенкипе сайдинг-металран хитре карта тытма та теветкеллĕх çитерчĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчи çуллă çынсем патне килне пырса шăкăлтатса ларма та вăхăт тупать. Вăрах вăхăт тĕрлĕ çĕрте, 20 çула яхăн райпо системинче ĕçленĕ çулсенче халăха пĕтĕм таварпа тивĕçтерес енĕпе питех те нумай вăй хунă.

Шăпах çаксене шута илсе ялпа районтан килнĕ пĕчĕк ушкăн иртнĕ кунсенче Рифкат Сабирович килĕнче пулчĕ, ăна сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Район тата Аслă Пăла Тимеш ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем Николай Миллинпа Георгий Зайцев, ял старостипе мичĕт прихучĕн председателĕ Земиль Сунгатуллинпа Шафкат Салахутдинов, вырăнти ял хуçалăх предприятийĕн ертÿçи Андрей Васильев, кÿршĕ ялсенчен килнĕ Серафима Терентьевăпа Зинаида Портнова ветеран-общественниксем тата хăйĕн чи çывăх тăванĕсем унăн виçесĕр пысăк пултарулăхĕпе пуçарулăхне тата чăн-чăн çынлăхне пур енлĕн палăртса ырлăх-сывлăх тата малашне те чĕрĕ те ĕçлĕ пулма сунчĕç.

Питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ ăшă тĕл пулу Рифкат Сабировичпа унăн сăпайлă та туслă çем-йишĕн тата ял-йышшăн ĕмĕрлĕхех асра юлмалли паллă пулăм пулса юлчĕ. Ÿркев мĕнне пĕлмен ветеран Сăрьел ялĕпе район умĕнче курăмлă ĕçсем тунине туллин хакласа, Р.С.Харисова «Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят пани çинчен пĕлтерчĕç. Савăнăçлă лару-тăрурах çакна çирĕплетекен Асăну хăмине тирпейлĕ те тарават хуçан çурчĕ çине вырнаçтарчĕç.

«Питех те тĕрĕс. Çак ята Рифкат абый чăннипех те тивĕç», – тесе хакларĕç пухăннисем кăмăллăн алă çупса.

А.ТИМОФЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code