Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Программа аталанма май парĕ

Программа аталанма май парĕ

Республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программин хакĕ – 264 миллиард тенке яхăн. Пилĕк çулта пурăнма кирлĕ виçерен пĕчĕкрех тупăшлисен йышĕ 100 пин çын чухлĕ чакмалла, регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕ 1,6 хут ÿсмелле, промышленность продукцийĕн калăпăшĕ – 1,26 хут, ял хуçалăх продукцийĕ туса илесси 1,4 хут пысăкланмалла.

Программа хатĕр – унпа К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев паллаштарнă. Лару ĕçне РФ Патшалăх Думин депутачĕ, Финанс рынокĕн ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитетăн, Аслă экономика канашĕн председателĕ Анатолий Аксаков ертсе пынă.

Программăна кĕнĕ çĕр-çĕр проект инфратытăма, промышленноçпа ял хуçалăхне, ытти отрасле аталантарассине тĕпе хурать. Производствăна ÿстерессипе, пурнăç шайне çĕклессипе çыхăннă тĕллевсене тĕпе хуни çинчен каланă май Олег Николаев асăннă проектсем ялпа хулари пурнăç хăтлăхĕн уйрăмлăхне пĕтерме, Чăваш Ен çыннисем ĕçлеме юта çÿрессине чакарса вĕсене хамăр патрах ĕçпе тивĕçтерме пулăшмаллине пайăррăн çирĕплетнĕ, программăна пурнăçлас тĕлĕшпе пурте пĕрле ĕçлессе шаннине палăртнă.

Программăна Росздравнадзор ертÿçи Алла Самойлова, РФ промышленность, строительство, цифра аталанăвĕн министрĕсен çумĕсем Алексей Беспрозванных, Дмитрий Волков, Людмила Бокова, Экономика аталанăвĕн министерствин департаменчĕн ертÿçи Виктор Смирнов, Шупашкара ятарласа килнĕскерсем, пысăка хурса хакланă, федераци тытăмĕсен енчен региона кÿме палăртакан пулăшу мерисем пирки каланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code