Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Стела лартасшăн

Стела лартасшăн

Шупашкар хулинче Чăваш автономи облаçне йĕркеленĕренпе 100 çул çитнине халалласа стела вырнаçтарасшăн.

Унăн çÿллĕшĕ 13,85 метр пулĕ, 11 метр çÿллĕш гранит юпа çине республикăмăрăн бронза гербне вырнаçтарĕç, тăрринче икĕ пуçлă ăмăрт кайăк пулĕ. Ку икĕ халăх – чăвашсемпе вырăссем – пĕрлешнин хăватне палăртмалла. Стелăна Республика тÿремĕнче вырнаçтарасшăн. Обелиск проектне Шупашкарти хула строительстви канашĕн ларăвĕнче тишкермелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code