Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ман çемьери вăрçă йĕрĕ

Ман çемьери вăрçă йĕрĕ

«Кашни çемьен хăйĕн историйĕ пур. Унăн шăпине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тарăн йĕр хăварнă. Çакăн çинчен асаттепе калаçнă май эпĕ пуçласа шухăша кайрăм.

Манăн асатте – Славиян Федорович Сачков 1917 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Акчел ялĕнче çуралнă. 1938 çулхи авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче, 21 çул тултарсанах, ăна Хĕрлĕ çар ретне васкавлă çар службине чĕнсе илнĕ. 1940 çулхи кăрлач уйăхĕн 1 мĕшĕнчен пуçласа 1940 çулхи пуш уйăхĕн 28-мĕшĕччен вăл финн фронтĕнче çапăçусене хутшăннă. Финн снайперĕ /«Куккук»/ ăна пуçран амантнă – вилĕмрен каска хăтарса хăварнă: пуля унăн çамки çине тирĕнсе ларса пилĕк тенкĕлĕх укçа пысăкăш йĕр хăварнă.

1941 çулхи çĕртме уйăхĕн 28-мĕшĕнче Славиян Федорович Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хаяр тăшмана хирĕç çапăçма тухса каять. Вăл пире совет салтакĕсен харсăр çапăçăвĕ çинчен час-часах каласа паратчĕ. Уйрăмах Çĕнтерÿ кунне епле кĕтнине савăнса аса илетчĕ… Ун чухне унăн аран-аран тытăнса тăракан куççульне асăрхаттăмăрччĕ. Асатте каласа панинчен çак историсем уйрăмах манăн асра юлнă.

… Пĕр çапăçура ăна кăкăрĕнчен тăшман снарячĕ йывăр амантнă. Вилнĕ тесе те шутланă. Çапăçу хирĕнчех вилнĕ салтаксемпе пĕрле пĕр шăтăка пытарма пикеннĕ. Анчах сасартăк салтаксенчен пĕри манăн асатте аран-аран хускалнине асăрханă… Çак салтак ятне вăл ĕмĕрĕ тăршшĕпех астуса пурăннă. Эпĕ вара, шел пулин те, çак ята астăваймарăм. Снаряд ванчăкĕ артерипе юнашарах юн тымарĕ ăшне тăрăннă, операци хăрушлăхне пула ăна юн тымарĕ ăшĕнчен кăларса илме шикленнĕ, снаряд ванчăкĕ çакăнта ĕмĕрлĕхех тăрса юлнă. Час-часах вăл суран тĕлне пире тытса пăхма ирĕк паратчĕ. Снаряд ванчăкĕ юн пусăмĕпе çулран-çул чĕре патне çывхарнине калатчĕ.

Çав çулах, юпа уйăхĕнче, госпитальте сипленнĕ хыççăн С.Сачков нимĕçсен аллине тыткăна лекнĕ. Германири Итцехо хулинчи концлагерьте вăл 4 çул асап та хĕн-хур курнă. Концлагерьте вĕсем выçлăхпа нушаланнă, цинга тата ытти чир-чĕр вĕсене ураран ÿкернĕ. Пĕррехинче нимĕçсем совет салтакĕсене пĕр рете тăратнă, кĕреçесем парса хăйсене валли вилĕм шăтăкĕ чавма хушнă. Унтан вара çын сиктерсе персе вĕлернĕ. Çапла чĕрĕ юлнисем хушшинче пулма тÿр килнĕ ăна…

Вăрçă нуши асаттешĕн 1946 çулхи çу уйăхĕнче çеç вĕçленнĕ. Вăл тăван яла таврăннă. Шел те, унăн пĕр тăванĕсем сывă юлайман. Кĕçĕнни, Амплей Федорович, 1922 çулта çуралнăскер,1942 çулхи çĕртме уйăхĕн 7-мĕшĕнче çапăçура вилнĕ. Ăна Калуга облаçĕнчи Дубровка ялĕнче ытти 805 совет салтакĕпе пĕрле тăванла масара пытарнă. Асли, Орест Федорович, 1913 çулхискер, Новгород облаçĕнчи Бякково ялĕ çывăхĕнче иртнĕ çапăçура хыпарсăр çухалнă.

Славиян Сачков II степень Отечествăлла вăрçă орденне, «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медале тивĕçнĕ. Тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн илнĕ Хисеп грамотисем те йышлăччĕ унăн. Вăрçăпа ĕç ветеранĕ 1996 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче 79 çулта çĕре кĕнĕ.

Хамăрăн çемьен паттăрлăхĕ яланах манăн асăмра. Тĕнчене фашизмран çăлса хăварас тесе тунă тăвансен паттăрла ĕçĕсене ĕмĕрех асра тытасси – пирĕн тĕп тивĕç».

Олег Сочков аса илĕвĕсене Ирина ПЕТРОВА çырса илнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: С.Сачков /1941 çул/.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code