Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăрмана кĕртмеççĕ

Вăрмана кĕртмеççĕ

Кăçалхи августăн 13-мĕшĕнчен республикăри 11 районта вăрмансене кĕртме чарнă. Çакă çанталăк шăрăх, типĕ тăнăран пушар тухас хăрушлăх ÿснипе те çыхăннă.

Юлашки вăхăтра хăш-пĕр районта çумăр çуманпа пĕрех. Çавна май ялсенче пушарсен хисепĕ те палăрмаллах ÿсрĕ. Инкек вăрмансенче те сиксе тухма пултарать. Çырла пиçнĕ май çынсем вăрмана ытларах туртăнма пуçларĕç. Пур чухне те хăрушсăрлăха пăхăнманни пысăк инкек патне илсе çитерет. ЧР Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Канаш, Киря, Сĕнтĕрвăрри, Шупашкар, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Етĕрне лесничествин территорийĕсенчи вăрмансене августăн 13-мĕшĕнчен кĕме чарнă. Çак тапхăрта вăрман ĕçĕпе çыхăнман çынсене унта канма, çырла-кăмпа татма çÿреме юрамасть.

Йĕркене пăсакансене пысăк штраф кĕтет: граждансене – 2-4 пин, должноçри çынсене – 15-30 пин, предприяти-организацисене – 400-500 пин тенкĕ. Лесничество çывăхĕнче пурăнакансен, пахча-сад пуррисен те йĕркене çирĕп пăхăнмалла. Вĕсен мунча та хутма юрамасть. Сăлтавĕ паллă: канмалли кунсенче пушар час-часах мунчаран тухать-çке. Вут-çулăм вара вăрман çине çăмăллăнах куçма пултарать. Çак тапхăрта шашлăк пирки те манма тивет.

Сăмах май, ЧР Прокуратури те Атăл леш енне кайма чарма ыйтнă. Ку пушарпа кăна çыхăнман, пандеми вăхăтĕнчех юхан шыва кĕме каякансен йышĕ ÿснĕ. Çамрăксем вара салютсемпех ташă каçне йĕркеленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code