Понедельник, Сентябрь 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравления с Днем строителя!

Поздравления с Днем строителя!

Строительство отраслĕн хисеплĕ  ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире професси уявĕ ячĕпе саламлатăп!

Сирĕн пархатарлă ĕçĕре пула Чăваш Республики хитреленет, ÿсет, аталанать. Эсир çынсене савăнтарса пурăнмалли çĕнĕ çуртсем çĕклетĕр, социаллă объектсем, промышленность, инфратытăм объекчĕсене тăватăр тата реконструкцилетĕр, картишсемпе общество территорийĕсене хăтлăлататăр. Эсир республика аталанăвĕшĕн тăрăшса ĕçлеме пултарни патшалăхăн пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсене, наци проекчĕсенче тата регион аталанăвĕн комплекслă программинче палăртнăскерсене, ăнăçлă пурнăçласса шанма май парать.

Сире пĕтĕм чунтан çирĕп сывлăх, савăнăç, хăвăр тăвакан пысăк тата пĕлтерĕшлĕ ĕçпе кăмăллă пулма сунатăп! Пурнăçăрта, сирĕн çемьесенче яланах тăнăçлăх, ырлăх, ытлăх-çитлĕх пулччăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх
пурнăçлакан                                                                                  Олег НИКОЛАЕВ

 

Строительство комплексĕн хаклă ĕçченĕсем тата ветеранĕсем!

Сире чĕререн професси уявĕпе – Строительсен кунĕ ячĕпе саламлатпăр!

Строительсем районăн социаллă экономикăллă аталанăвне пысăк тÿпе хываççĕ, халăха пурăнма тивĕçлĕ условисем туса парассипе тимлеççĕ. Кану вырăнĕсене тирпей-илем кĕртессинче те строительсен тÿпи пысăк. Строительство отраслĕн ĕçченĕсен тăрăшулăхне пула экономикăн ытти отраслĕсем ăнăçлă аталанаççĕ.

Уяв ячĕпе саламласа сире çирĕп сывлăх, тулли телей, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама ăнăçу, çĕнĕ çитĕнÿсем сунатпăр.

Елчĕк район пуçлăхĕ                                               И.ВАСИЛЬЕВА

Елчĕк район администрацийĕн пуçлăхĕ           Н.МИЛЛИН

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code