Понедельник, 14 октября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрле татса памалли ыйтусене сÿтсе явнă

Пĕрле татса памалли ыйтусене сÿтсе явнă

Çак эрнере районта ĕçлĕ визитпа Чăваш Республикин транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕ Владимир Осипов пулнă. Район администрацийĕн пуçлăхĕпе Николай Миллинпа, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Петр Красновпа тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрле тĕл пулсан пĕр шухăшлă пулса татса памалли ыйтусене сÿтсе явнă.

Владимир Осипов малтан Чăваш Республикин 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программин проекчĕ тавра калаçу пуçарнă. Малашлăхра Чăваш Ен экономикине çирĕплетессинче ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçпа аграри-промышленность комплексĕ, информаци технологийĕн сферипе туризм, инвестици тата инфраструктура проекчĕсене ĕçе кĕртнипе пурнăçланакан строительство ĕçĕ-хĕлĕ тĕп шăнăр пулса тăмалла. Çул-йĕр хуçалăхĕн ыйтăвĕсем çинче чарăнса тăнă май 5 çул хушшинчи тапхăрта республикăра 23 проект ĕçе кĕртме йышăннине палăртнă.

2020-2025 çулсенче Елчĕк районĕнче ял чиккисенче вырнаçнă çул-йĕре çĕнетмелле. Хальхи вăхăтра патшалăх экспертизи витĕр тухнă автомобиль çулне тумалли 8 проектпа смета документацийĕ хатĕр. Халĕ ку тĕлĕшпе Транспорт тата çул-йĕр хуçалăх министерствине заявкăсем тăратаççĕ. Çак ĕçсене пурнăçлама пурĕ 80 миллион тенкĕ укçа-тенкĕ кирлĕ. Унсăр пуçне, автомобиль çулĕсем çинчи 5 участока юсаса çĕнетме палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code