Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Районта – Михаил Анисимов

Районта – Михаил Анисимов

Кĕçнерникун Елчĕкре Чăваш Республикин цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Михаил Анисимов пулса курчĕ.

Вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕпе – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕпе Леонард Левыйпа тата «Елчĕк ен» хаçатăн тĕп редакторĕпе Николай Малышкинпа район администрацийĕнче тĕл пулнă вăхăтра Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи шайĕнче 2020-2025 çулсенче республикăра, çав шутра Елчĕк районĕнче ĕçе кĕртме палăртакан тĕллевсем çинчен сăмах пуçарнă. Паллах, район хаçачĕн малашлăхĕпе çыхăннă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем те малти вырăнта пулнă. Район хаçатне кун çути кăтартас ĕçре хальхи вăхăтра çивĕч ыйтусем те сахал мар. «Елчĕк ен» хаçатăн тиражĕ пĕчĕк мар. Вулакансем ăна юратса вулани куç кĕрет. Кăçалхи иккĕмĕш çур çулта та вăл халăх хушшинче 3508 экземплярпа саланать. Апла пулин те йывăрлăхсем сахал мар. Чи пĕрремĕшĕ вăл – редакци вырнаçнă çурт, 1938 çултах туса лартнăскер, çулсерен кивелсе, юхăнса пыни. Унсăр пуçне, пандеми тапхăрне пула, укçа-тенкĕ ыйтăвĕ çиеле тухать. Михаил Анисимов редакцире коллективпа тĕл пулнă чухне те çак ыйтусене çĕкленĕ. Чăрмавсенчен тухмалли майсене пĕрлехи вăйпа татса пама пулнине палăртнă.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code