Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Социаллă пулăшу

Социаллă пулăшу

Сахал тупăшлă çемьесене тата пĕччен пурăнакан çынсене социаллă контракт тăрăх патшалăх пулăшăвĕпе тивĕçтерес ĕç малалла пырать.

Социаллă контрактăн тĕллевĕ – уйрăм граждансен тата çемьесен укçа-тенкĕ тупăшне ÿстерме пулăшасси.

2020 çулта Елчĕк районĕнче 7157,8 пин тенкĕлĕх социаллă контракт йышăннă. Çак контракта çырнисем килĕшÿре кăтартнă укçа-тенке тĕрлĕ енлĕ ĕç пурнăçлама илсе тăрĕç: 28 çын – ĕç шыраса ĕçе вырнаçма, 10 çын – вĕренме е хушма пĕлÿ илме, 5 çын предпринимательство ĕçне йĕркелеме, 29 çын – пурнăçри ытти лару-тăруран тухма.

Çемьери тупăш пĕчĕкленнĕ пулсан, маларах асăннă енсемпе социаллă контракт çырма кăмăл пулсан, районти социаллă хÿтлĕх пайне пĕлтерме пултаратăр. Социаллă контракт илсе патшалăх пулăшăвне тивĕçме май пур. Ыйтусене 2-55-70 номерлĕ телефонпа çыхăнсан татса парĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code