Çĕршыв историйĕнчи Пĕтĕм Раççейри цифрăллă 1-мĕш халăх çыравĕ 2021 çулхи апрельте иртет. Вунă çулта пĕрре пулакан çак пысăк та пĕлтерĕшлĕ мероприятие ирттерме тăкаксене 2 хут чакарма май килнине пĕлтеретпĕр.
Халăх çыравне регионсем 80 процент хатĕр. Ун пирки июлĕн 30-мĕшĕнче Симферопольте иртнĕ «Пысăк çĕршывăн пысăк даннăйĕсем: Раççейĕн цифрăллă пĕрремĕш çыравĕ тата регионсен аталанăвĕ» пресс-конференцире Раççей статистикин ертÿçин çумĕ Павел Смелов пĕлтернĕ. «Хатĕрленÿн тĕп тапхăрĕсем вĕçленчĕç, çыравçăсен командине пуçтарасси тата вĕсене вĕрентме пуçласси çеç юлчĕ», – тенĕ вăл.
Вăл асăннă тăрăх, халăх çыравне ытти чухнехи пекех хут бланксемпе усă курса йĕркелесен тăкаксем 65 миллиард тенкĕ пуласса 2016 çултах палăртнă. «Пĕтĕм ĕçе оптимизацилесе, хут листасемпе усă курассине пăрахăçласа тата çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртсе çырав ирттерме кирлĕ тăкаксене икĕ хут ытла чакарма май килчĕ, халĕ вăл 31 млрд танлашать», – тенĕ Смелов.
Вăл шутран 14 млрд тенки 315 çыравçăна тата 45 пин контролера ĕç укçи тÿлеме каять. Вĕсене кашнинех ятарлă программăллă планшет параççĕ, унта вĕсем пуçтарнă даннăйсене кĕртеççĕ. Унсăр пуçне, кашни çын «Патшалăх пулăшăвĕсем» порталта хăй тĕллĕн электронлă çырав листисене тултарма пултарать», – аса илтернĕ П.Смелов.
Халăх çыравĕ вăхăтĕнче социаллă пурнăçпа демографи шайĕ пирки кăна информаци пуçтармаççĕ, çавăн пекех, пурнăç условийĕсемпе интересленеççĕ, – палăртнă Раççей статистикин халăх статистики тата сывлăх сыхлавĕн управленийĕн пуçлăхĕ Светлана Никитина. «Кашни çурта хăçан туса хута янине, стенасем мĕнле материалтан пулнине, электроçутă пуррине, ĕçмелли шыв кĕртнине халăх çыравне пула кăна пĕлме пултаратпăр», – тенĕ вăл.
Крым Республикинче 4,7 пин çыравçăна ĕçе илмелле, Севастопольте – 1,2 пин, – палăртнă Крымстат ертÿçи Ольга Балдина. «Крым Республикине çырава ирттерме 20 миллион тенкĕ килмелле, – тенĕ вăл. – 2021 çулхи халăх çыравĕ Крымра та Раççейĕн ытти субъекчĕсенчи пекех пĕрешкел программăпа иртет». 2014 çулхи çырав тăрăх çурутрав çинче 1,895 млн çын пурăннă. «Хальхи вăхăтра – 1,912 миллион çынна шута илнĕ. Халăх йышĕ, пĕтĕмĕшле илсен, миграцие пула ÿсет», – каласа панă О.Балдина.
2014 çулхи халăх çыравĕн пĕтĕмлетĕвĕсенчен Крымра 175 наци çынни пурăнни курăннă. Пĕтĕм халăх шутĕнчен 65 проценчĕ вырăссем, 16 процент украинецсем, 12 процент крым тутарĕсем. «2002 çулхи çыравпа танлаштарсан çурутраври халăхсен тытăмĕ улшăннă – вырăссем йышланнă, – палăртнă Крымстат ертÿçи. – 2021 çулхи çырав хыççăн вара Крымри халăхсем пирки çĕнĕ даннăйсем пулĕç. Çавăнпа эпир ăна чăтăмсăррăн кĕтетпĕр».
Чăваш Республикипе
Чăваш Енре халăх çыравне ирттерме 3 пине яхăн çын кирлĕ пулать.
Хальхи вăхăтра мĕнпур районсемпе хуласенче халăх çыравне хатĕрленсе ирттерес ыйтусемпе 34 уполномоченнăй ĕçлет.