Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Виçĕ бюллетень пулĕ

Виçĕ бюллетень пулĕ

Суйлав кунĕсенче суйлавçăсем алла виçĕ бюллетень илеççĕ. Пĕрремĕшĕ – Чăваш Республикин Пуçлăхне, иккĕмĕш – районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене, виççĕмĕш – ял тăрăхĕсен Депутачĕсен пухăвĕн депутачĕсене суйламалли бюллетеньсем.

Августăн 3-мĕшĕ тĕлне суйлава хутшăнакан мĕн пур кандидата регистрацилес ĕç вĕçленнĕ. Республика пуçлăхĕн лавне туртса пыма кăмăл тăвас текен 11 кандидатран 5-ĕшне регистрациленĕ. Çакăн пирки хаçатра маларах та пĕлтернĕччĕ. Аса илтеретпĕр, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев кандидат суйлава хăй тĕллĕн хутшăнать. Константин Степанов кандидатурине Раççей либерал-демократсен партийĕ, Алексей Андреева РФ Коммунистсен партийĕ, Николай Степанова «Раççейри пенсионерсен социаллă тĕрĕслĕхшĕн тăракан партийĕ», Сергей Матвеева «Раççей патриочĕсем» парти тăратнă.

Районти Депутатсен Пухăвĕн депутачĕсене илсен, 18 мандатшăн 38 кандидат кĕрешĕве тухĕ. Çав шутран 18-шĕ – «Единая Россия», 9-шĕ «Справедливая Россия», 2-шĕ РФ Коммунистсен партийĕсенчен, 9-шĕ кандидатурине хăй тĕллĕн тăратнă.

Районти 9 ял тăрăхĕнче пурĕ 104 депутат суйлатпăр пулсан, суйлава 135 кандидат хутшăнать. Çав шутран 104-шне «Единая Россия», 30-шне «Справедливая Россия» партисем, 1 кандидата РФ Коммунистсен партийĕ тăратнă.

Елчĕк территори суйлав комиссийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code