Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисеплĕ ят панă

Хисеплĕ ят панă

Район администрацийĕн 2020 çулхи ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчи 229-мĕш номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн район умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата çамрăк ăрăва патриотла воспитани парас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Алексей Владимирович Сайкин генерал-лейтенанта Елчĕк районĕн хисеплĕ гражданинĕ ят панă.

А.Сайкин Вăрăмхăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Раççей Федерацийĕн хăрушсăрлăх службин тивĕçтерÿ службин ертÿçин çумĕнче тăрăшать. Хăюлăхшăн тата пĕр кăлтăксăр службăшăн Туслăх орденне, «Вилекенсене çăлнăшăн», Суворов, «Патшалăх чиккине сыхлас ĕçре палăрнăшăн» тата ытти медале тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code