Суббота, Сентябрь 19, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пысăк паттăрлăхпа палăрнă

Пысăк паттăрлăхпа палăрнă

Василий Алексеевич Козлова Хĕрлĕ çар ретне 1943 çулхи май уйăхĕнче илнĕ. Ун çинчен мана 2004 çулта Ф.П.Козлов /1927 çулта çуралнă/ каласа панăччĕ. Анчах та каласа панине нимĕнле документпа та çирĕплетме пулманран хăй вăхăтĕнче çак статьяна çырма тăхтаса тăтăм. 2019 çулта «Память народа» сайтра В.А.Козлова панă награда хучĕсем тупăнчĕç. Шăпах вĕсем ентешĕмĕрĕн вăрçăри паттăрлăхне яр уççăн кăтартса пачĕç.

Тĕмер каччи Василий фронта 1943 çулхи июль уйăхĕнче Хĕрлĕ Ялавлă Полтава сывлăш десанчĕн 9-мĕш гварди дивизин артиллери штабне лекет. Пĕр çулталăк хушшинче управлени взвочĕн чи лайăх разведчикĕ пулса тăрать. Сывлăш десанчĕн 9-мĕш гварди дивизийĕн артиллери командующийĕ Валуев полковник Василий Козлов разведчика Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама çырнă награда хутĕнче унăн ĕçне-хĕлне çапла палăртнă: «В боях при форсировании реки Бук 24 марта 1944 года одним из первых форсировал реку и под непрерывным огнем противника проводил засечку огневых точек противника, обнаружив при этом 2 артиллерийские батареи, которые после данных им координат были уничтожены огнем нашей артиллерии, что способствовало малыми потерями нашей пехоте форсировать реку и закрепиться на правом берегу.

В боях на Днестровском плацдарме товарищ Козлов под непрерывным ружейно-пулеметным огнем производил засечку огневых средств противника, обнаружив при этом 2 минометных батареи и 3 станковых пулемета, которые после его доклада были уничтожены огнем нашей артиллерии, что обеспечивало успех в отражении 2 контратак танков и пехоты противника».

Хĕрлĕ Ялавлă 9-мĕш гварди дивизийĕн командирĕн Дичугин гварди генерал-майорĕн 1944 çулхи июлĕн 14-мĕшĕнчи 023/н номерлĕ приказĕпе В.Козлова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

Черетлĕ наградăна – «Паттăрлăхшăн» медале аслă разведчик 1945 çулхи апрелĕн 12-мĕшĕнче тивĕçнĕ. Валуев полковник унăн паттăрлăхне çапла хакланă: «В боях за Ранкау 22 февраля 1945 года при подготовке к овладению выявил 4 цели, которые были уничтожены артогнем. В боях за Марводорф, на передовом НП, выявил 5 огневых точек, мешавшие продвигаться пехоте, которые были подавлены. Этим самым способствовал выполнению задачи пехотой».

1945 çулхи майăн 9-мĕшĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçă совет халăхĕшĕн Çĕнтерÿпе вĕçленнĕ. Дивизири артиллери командующийĕ разведчик вăрçăн юлашки кунĕсенче кăтартнă паттăрлăхне хакласа ăна II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе чыслама награда хучĕ çырать: «За время боев с 16.04.45 года по 08.05.45 года обнаружил 6 пулеметных точек, 1 наблюдательный пункт, 4 артбатареи и 4 минбатареи. 22.04.45 года в районе Кауше, находясь в составе подвижной разведовательной группы, обнаружил большую автоколонну противника. Благодаря своевременному докладу командованию, автоколонна противника огнем наших артподразделений была уничтожена. На поле боя осталась вся техника 10-го артиллерийского полка противника.

Тов. Козлов достоин правительственной награды – ордена Отечественной войны второй степени».

Дивизи командирĕ Волков полковник та çакăнпа килĕшет. Анчах стрелоксен 33-мĕш гварди корпусĕн командирĕн Лебеденко генерал-лейтенантăн 1945 çулхи июнĕн 5-мĕшĕнчи приказĕпе салтака иккĕмĕш хут Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă.

В.Козлов артиллери разведчикĕ Воронеж, 2-мĕш тата 1-мĕш Украина фрончĕсенче çапăçнă, пĕр хутчен аманнă. Вăрçăран вăл сывă таврăннă, анчах та мирлĕ пурнăçра тепĕр çултах /1946 çул/ Мускавра автоаварире пурнăçран уйрăлнă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Один комментарий для “Пысăк паттăрлăхпа палăрнă

  1. Здравствуйте! Спасибо за публикацию. В статье Вы пишете про старшего брата моей бабушки. Мы, потомки, очень гордимся им! Второй брат (Козлов Петр Алексеевич) тоже воевал, погиб в 1942г. О них обоих, а так же о многих других воевавших наших односельчанах подробно написано в книге Н.Алексеева (автора публикации) «Темер ялен салтакесем». Хорошее и нужное дело Вы делаете, спасибо!

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code