Понедельник, 15 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Район уй-хирĕсенче

Район уй-хирĕсенче

Августăн 21-мĕшĕ тĕлне районти ял хуçалăх организацийĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 14520 гектар /çулнин пĕтĕмĕшле лаптăкĕн 98 проценчĕ/ çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ 51 пин ытла тонна тырă çапса илнĕ, вăтам тухăç – 35,6 центнер. Чи пысăк тухăç «Авангард» ОООн – 48,3 центнер. Асăннă хуçалăх Каркалар уйĕнче «Бирюза» кĕрхи тулла гектартан 73,5 центнер пуçтарса кĕртнĕ.

Ĕççине «Сатурн» ЯХПК вĕçленĕ. «Рассвет», «Прогресс», «Победа» хуçалăхсем тыр-пула алла илес ĕçе 81- 98 процент пурнăçланă.

Кĕрхи культурăсем акма 6232 гектар /89 процент/ çĕр хатĕрленĕ. «Авангард», «Прогресс» хуçалăхсенче тата Б.Тихомиров хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче кĕрхи культурăсене акма тухнă.

4380 гектар /19 процент/ çинче кĕрхи çĕртме сухи тунă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code