Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тĕп тĕллевсенчен пĕри – воспитани ĕçне вăйлатасси

Тĕп тĕллевсенчен пĕри – воспитани ĕçне вăйлатасси

Районти педагогсем йăлана кĕнĕ августри конференцине кăçал, пурте пĕлекен лару-тăрăва шута илсе, пĕчĕк йышпа Елчĕкри искусство шкулне пуçтарăнчĕç. Пĕр кун маларах вĕрентекенсем Елчĕкри вăтам шкулта онлайн режимпа йĕркеленĕ секцисенче воспитанипе вĕренÿ ĕçĕнчи тĕрлĕ çĕнĕ темăна сÿтсе явнă.

Канашлăва район пуçлăхĕ Ираида Васильева, район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин хутшăнчĕç.

Тĕп докладпа – «Ачана воспитани парасси тата аталантарасси – нацин стратегиллĕ тĕллевĕ» темăпа район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый тухса калаçрĕ. Доклад тĕрлĕ енлĕ пулчĕ, унта иртнĕ вĕренÿ çулĕнчи ĕç-хĕле тарăннăн пĕтĕмлетнĕ май умри тĕллевсем те уççăн палăрчĕç.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ 2018 çулхи май уйăхĕнчи указĕнче историпе наци культурин йăли-йĕркине, ăс-тăн тата кăмăл-сипет пахалăхĕсене тĕпе хурса ачана килĕшÿллĕ аталанмалли тата социаллă яваплăхпа воспитани памалли тĕп тĕллев пулнине палăртнă. Шкулчченхи воспитание илес пулсан, ашшĕ-амăшĕшĕн ача садне вырăнпа тивĕçтерни кăна çителĕксĕр, унта ăна мĕнле воспитани пани те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе воспитательсен хăйсен квалификацийĕсене ÿстерни те кирлĕ. Ывăл-хĕрĕ ача садне çÿремен ашшĕ-амăшне коррекциллĕ пулăшу çăмăллăхĕсем парас тĕллевпе районта психологипе педагогика, медицинăпа социаллă пулăшу паракан центр ĕçлет.

Районти пĕтĕмĕшле вĕренÿ тытăмĕнче 11 шкул, вĕсенчен 7-шĕ вăтам, 4-шĕ – тĕп. Иртнĕ çул 1681 вĕренекен шутланнă.

Пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн пахалăхĕ Пĕтĕм Раççейри тĕрĕслев ĕçĕсенче, патшалăхăн пĕрлехи пĕтĕмлетĕвĕсенче лайăх курăнать. Палăртмасăр иртес мар, кăçалхи тĕрĕслев ĕçĕсене сентябрь уйăхне куçарнă.

2020 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнчен районти шкулсем вĕрентĕве дистанци технологийĕсен пулăшăвĕпе йĕркеленĕ. Вĕренĕве дистанци мелĕпе оперативлă йĕркелесси тата вĕренÿ планне пурнăçласси çăмăлах пулманнине пурте лайăх туйса илнĕ. Çав шутра ашшĕ-амăшĕ те. Ачасен те, вĕрентекенсен те цифра пĕлÿлĕхĕ енĕпе сахал мар ыйту сиксе тухнă. Ку чухне вĕрентĕвĕн çĕнĕ меслетне хăш-пĕр учительсем хатĕрех марри, пĕлÿ парассине дистанци мелне куçарни хăнăхупа пĕлÿ шайĕ кирлĕ шайра пулманнине кăтартнă. Тĕпрен илсен, вĕренÿ тытăмĕ лартнă тĕллевсене çирĕп пурнăçланă. Çитменлĕхсем пуррине пăхмасăр вĕренÿ ĕç-хĕлĕ ниçта та чарăнса ларман, вĕренÿ çулĕн пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх паллăсем кăларнă. Çапах та халĕ мĕнпур вĕренÿ организацийĕсенче дистанци мелĕпе вĕреннĕ тапхăра тĕплĕн тишкермелле, апрель-май уйăхĕсенче вĕренекенсем ăнланса çитеймен темăсене кăçалхи пĕрремĕш чĕрĕкре тепĕр хут пăхса тухассине йĕркелемелле. Çавăнпа та педагогсен вĕренÿ улшăнăвне урăхларах пăхса тухмалла, хăйсен методикине çĕнетсе анлăлатмалла, вĕренÿ мелĕсен çÿпçине пуянлатмалла, квалификаци шайне ÿстерсе пурнăçпа тан пымалла. Паянхи улшăнусенче, паллах, ĕлĕкхилле ĕçлеймĕн.

Юлашки çулсенче Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем хăйсен витĕмлĕхне кăтартса панă. 2020 çулта шкул пĕтерекенсен 76,4 проценчĕ /89 ачаран 68 вĕренекен/ ППЭ формипе пĕтĕмлетÿ аттестацийĕ витĕр тухнă. Экзаменсем Раççей Вĕренÿ министерстви тата Роспотребнадзор хушăвĕсене çирĕп пурнăçланипе иртнĕ. Елчĕкри вăтам шкулти 12 аудиторинче /пĕринче 9 вĕренекен/, 38 педагогика ĕçченĕ хутшăннипе йĕркеллĕ иртнĕ.

Çапах та хăш-пĕр предметсемпе /вырăс чĕлхипе 66,28, математикăпа 51,98, физикăпа 47,12, обществознанипе 57,42/ вăтам балсем республикăри кăтартусенчен пĕчĕкрех пулни сисчĕвлентерет. 11 класс пĕтерекен 89 çамрăкран 19-шĕ, тăхăр класс пĕтернĕ 179-шĕнчен 13-шĕ палăртуллă аттестат, 2-шĕ свидетельство илнĕ.

Районта шкул ачисене Пĕтĕм Раççейри предметсен олимпиадисене хутшăнтарассине ăнăçлă йĕркеленĕ. Елчĕк районĕ шкул ачисен регионти олимпиадине хутшăннин тухăçлăхĕпе малта пырать. 2020 çулта 42 ачаран сакăр предметпа 3 çĕнтерÿçĕ тата 10 призер пулса тăнă. 5 вĕренекен чăваш чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиадăра палăрнă. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Даниил Ловкин астрономипе /ертÿçи Н.Чернов/, Леонид Яшин физкультурăпа /ертÿçи О.Осипов/ Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн юлашки тапхăрне хутшăнма тивĕçлĕ балсем пухнă, анчах эпидеми лару-тăрăвне пула ăна РФ Вĕренÿ министерстви ирттермен.

Воспитани стратегийĕн пĕрремĕш çул-йĕрĕ – çемьери воспитани. Районти вĕренÿ учрежденийĕсенче воспитани ĕçне ашшĕ-амăшне явăçтарма мĕнпур услови йĕркеленĕ: шкулсенчи ашшĕ-амăшĕн комитечĕсем, ашшĕсен канашĕсем ĕçлеççĕ, ачасен интересĕсене тата тĕп прависене хÿтĕлесе çĕклекен тĕрлĕ ыйтусене ашшĕ-амăшĕсен пĕрлĕхĕсенче сÿтсе яваççĕ. Елчĕкри вăтам шкулта ашшĕсен канашĕн пуçарăвĕпе /председателĕ Андрей Воробьев/ «Ашшĕсемпе ачасем» шахмат турнирĕсем, «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» нормăсене пурнăçлассине йĕркеленĕ. Çĕнĕ Пăвари вăтам шкулти ашшĕсен канашĕ «Зарница» çарпа спорт вăййисен йĕркелÿçи тата спонсорĕ пулса тăрать.

«Ачаллă çемьесене пулăшасси» регионти проектпа килĕшÿллĕн консультаци пункчĕсен сетьне йĕркеленĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕ унта тĕрлĕ енлĕ пулăшу илме пултарать.

«Вĕренÿ» наци проекчĕн регионти «Хальхи шкул» тата «Цифрăллă вĕренÿ хутлăхĕ» проекчĕсем шăпах çак енĕпе ĕçлеме çĕнĕ майсем туса параççĕ. Шкулсенче цифра тата гуманитари профильлĕ «Ÿсĕм пуçламăшĕ» центрĕсем уçăлаççĕ. 2020 çулта çакăн пек центр Аслă Елчĕкри Г.Н.Волков ячĕллĕ вăтам шкулта йĕркеленĕ. Шкула 1,5 миллион тенкĕлĕх оборудовани кÿрсе килнĕ. Çакнашкал центрсем 2019 çулта Елчĕкри, Лаш Таяпари шкулсенче хута кайнă. Центрсем туллин ĕçлеччĕр кăна, оборудованисем тусанпа ан пусарăнччăр.

Воспитани ĕçĕнче Раççейри шкул ачисен юхăмĕ витĕмлĕ çăлкуç пулса тăнă. Унăн ĕç-хĕлĕ уйрăмах Елчĕкри вăтам шкулта палăрма пуçланă. Воспитани ĕçне гражданла активлăх урлă йĕркеленĕрен ачасем волонтер пулса тĕрлĕ экологи десанчĕсене хутшăнаççĕ, ватăсемпе ветерансене пулăшаççĕ.

Вĕренÿ организацийĕсенче ÿссе пыракан ăрăва патриот воспитанийĕ парассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку тĕлĕшпе шкулсенчи музейсен ĕç-хĕлĕ пысăк вырăн йышăнать. Кăçал Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине паллă тунă май шкулсенчи музейсен экспозицийĕсем иртнипе хальхи пурнăçăн çыхăнăвне манма памаççĕ, малалла тата та тăван ен историйĕпе кăсăкланма йыхравлаççĕ.

Районта 2015 çултанпа кадет юхăмĕ çивĕч аталанать. Елчĕкри вăтам шкулта 6 кадет класĕ уçăлнă, сентябрьте çиччĕмĕшне уçма хатĕрленеççĕ. Елчĕкри вăтам шкул республикăри кадетсен смотр-конкурсĕн кăтартăвĕсем тăрăх 57 шкултан 4-мĕш вырăна тухнă. Çавăн пекех кашни шкулта çамрăк армеецсен отрячĕсене йĕркеленĕ. Çамрăксене патриот воспитанийĕ панă çĕрте 10 классенче çар вĕренĕвĕн сборĕсем йĕркелени те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçал та 63 каччă дистанци мелĕпе çар службин занятийĕсене хутшăннă.

Кушкăри вăтам шкул Пĕтĕм Раççейри «Çĕршывăн чи лайăх 500 вĕренÿ организацийĕн» «Вĕренÿ организацийĕ – Раççей-2020 Патриочĕ тата Гражданинĕ воспитанин территорийĕ. Эпир çав астăвăма шанатпăр» номинацин лауреачĕ пулса тăнă.
Районта хушма пĕлÿ паракан 4 учрежденире 5-18 çулсенчи 1624 ача /пĕтĕм ачасен йышĕн 75 проценчĕ/ вĕреннĕ. Палăртса хăвармалла, хушма пĕлÿ парас енĕпе кашни шкулпа ача сачĕн лицензисем пур.

Районта физкультурăпа спортпа туслашма мĕнпур услови çителĕклĕ, пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕп. Физкультурăпа спорт аталанăвĕнче районта 10 хоккей коробки, шкулсенче спорт залĕсемпе площадкисем пурри пысăк пулăшу кÿрет. Ялти спорт залĕсене юсамалли программăпа килĕшÿллĕн 9 шкулти спортзала çĕнетнĕ.

Федерацин «Спорт – пурнăç норми» проектпа килĕшÿллĕн Елчĕкре 3 миллион тенкĕлĕх ГТО нормисене тултармалли нумай функциллĕ спорт площадки туса лартнă.

«Кашни ачан ÿсĕмĕ» проектра вĕренекенсем валли «ПроеКТОриЯ» порталта тата «Пуласлăх билечĕ» проектра Пĕтĕм Раççейри уçă уроксем йĕркеленĕ. Çакă кашни ачана çĕнĕ технологисене алла илсе пулас профессипе тĕплĕнрех паллашма май парать, 2019 çулта районти шкулсем 1647435 тенкĕлĕх робот техникин оборудованийĕсемпе, кăçал – вĕсемпе ăмăртусем ирттермелли 243 пин тенкĕлĕх площадкăпа пуянланнă.

Хушма пĕлÿ парас тытăма пайăррăн укçа-тенкĕ куçарассине вăя кĕртнĕрен педагогсемпе ашшĕ-амăшĕн çак пулăшупа анлăн усă курмалла. Стратегин тĕллевĕсене пысăк профессионал кадрĕсемсĕр, çĕнĕ мелсемсĕр тата технологисĕр пурнăçлаймăн.

Районти педагогсем Раççей, регион шайĕсенчи мероприятисемпе конкурссене хутшăнни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Çулталăкри учитель», «Çулталăкри воспитатель», «Чи лайăх класс ертÿçи» професси ăсталăхĕн конкурсĕсенче Елчĕкри вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Марина Журавлева, Çĕнĕ Пăвари Оксана Круглова воспитатель, Çĕнĕ Пăвари 11 класс ертÿçи Леонилла Пупина муниципалитет шайĕнче çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă. Вĕсем район чысне конкурссен республикăри тапхăрĕнче хÿтĕленĕ. Леонилла Пупина «Чи лайăх класс ертÿçи-2020» республикăри конкурсра лауреат ятне тивĕçнĕ. Çирĕклĕ Шăхалĕнчи Мария Кузьмина социаллă педагог хăйĕн профессийĕпе республикăра лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Курнавăшри учительсен команди Пĕтĕм Раççейри «Пуласлăхри учитель» професси конкурсĕнче çурма финала тухма пултарнă. Ку вăл федераци шайĕнчи масштаблă пĕрремĕш проект. Çавăн пекех Курнавăшсем кăçал Чăваш Ен Пуçлăхĕн 200 пин тенкĕлĕх грантне çĕнсе илнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн укçан хавхалантарăвне Елчĕкри искусство шкулĕн преподавателĕ Светлана Карамаликова тивĕçнĕ.

Паянхи тĕп задачăсенчен пĕри – вĕренÿ ĕçне пурнăç ыйтнă шайра йĕркелесе тивĕçлĕ оборудованисемпе тата пахалăхлă шайри çутăпа тивĕçтересси. 2020 çулта 7 шкулта 14 миллион ытла тенкĕлĕх чÿречесем улăштарнă. Елчĕкри «Солнышко» ача садĕнче, Çĕнĕ Пăвари, Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ шкулсенче, ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче 43 миллион ытла тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Елчĕк шкулĕнчи хими кабинетне 887 пин тенкĕлĕх оборудовани вырнаçтарнă, препаратсемпе пуянлатнă.

Шкулти воспитани ĕçĕн пысăк пайĕ класс ертÿçисем çине тиенет. Вĕсем хăйсен ĕç-хĕлне яланхиллех виçĕ çул-йĕре – класпа, хăй ертсе пыракан класри предметниксемпе тата ашшĕ-амăшĕпе ĕçлессине тытса пыраççĕ. Воспитани ĕçĕн тухăçлăхне ÿстерес тĕллевĕ пархатарлă: шкулта ачасене воспитани парас ĕçе вăйлатасси, кăмăл-сипет тата ăс-хакăл, социокультура енĕпе пуянланма пулăшасси. РФ Президенчĕ Владимир Путин йышăнăвĕпе кăçалтан класс ертÿçисене уйăхсерен хушма тÿлев – 5 пин тенкĕ пама пуçлĕç.

Курнавăшри вăтам шкул директорĕ Татьяна Николаева, Елчĕкри вăтам шкулти директорăн çумĕ Ольга Кузьмина ачасене воспитани панă çĕрте хăйсем патĕнче анлă усă куракан çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕç.

Канашлура Ираида Васильева, Николай Миллин педагогсене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ çывхарса килнĕ ятпа саламласа паянхи çăмăл мар лару-тăрура ачасен тата хăйсен сывлăхне упрама ăнăçу сунчĕç.

Унтан тÿрĕ кăмăлпа вăй хуракансене чысларĕç. Лаш Таяпари В.В.Андреев ячĕллĕ вăтам шкул учителĕ Светлана Васильева, Кушкăри вăтам шкулти Мария Шавкина социаллă педагог Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç. Çамрăк ăрăва пĕлÿпе воспитани панă çĕрте пысăк тÿпе хывакан Елчĕкри, Курнавăшри шкулсен пуçламăш классен учителĕсем Любовь Марковăпа Феонилла Порфирьева, Кушкă шкулĕнчи историпе обществознани учителĕ Людмила Пешенькова Чăваш Республикин Вĕренÿ тата çамрăксен политикин Хисеп грамотисене илме тивĕç пулчĕç.

Мероприятире тĕрлĕ шайри наградăсене илекенсем яланхиллех йышлă. Çакă савăнтарчĕ: районти вĕренÿ учрежденийĕсенче ачасене воспитани панă çĕрте тÿпе хывакан кашни çынна, поварпа кухня ĕçченĕ-и вăл е тирпейлÿçĕ, секретарь-и вăл е хуçалăх заведующийĕ… ĕçри пултарулăхне, обществăри хастарлăхне хаклама пĕлеççĕ. Район администрацийĕн, райадминистрацин вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ сумлă çынсем хушшинче хальхинче шăпах вĕсем ытларах пулчĕç.

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕксенче: награда илнисем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code