Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿлевсĕр вĕри апатпа

Тÿлевсĕр вĕри апатпа

кĕçĕн классенче вĕренекенсене тивĕçтересси пирки Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне янă Çырура асăннăччĕ.

Тÿлевсĕр апатлану сентябрĕн 1-мĕшĕнченех пуçланĕ. Çак тĕллевпе республикăра 246,5 миллион, çав шутран федераци бюджетĕнчен 244 миллион тенкĕ уйăрнă.

Хальхи вăхăтра Роспотребнадзорăн çĕнĕ требованийĕсене тĕпе хурса икĕ эрнелĕх меню туса хатĕрленĕ. 1-4 классенчи ачасем 52-53 тенкĕлĕх ирхи е кăнтăрлахи апат çиме пултарĕç. Ачан тÿлевсĕр апатлану тапхăрне ашшĕ-амăшĕ хăй суйлама пултарать.

Çавăн пекех çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен класс ертÿçисене 5-шер пин тенкĕ хушса тÿлесси те вăя кĕрĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code