Суббота, 13 августа, 2022   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăван шкулăм – савнă шкул

Тăван шкулăм – савнă шкул

Умрах сентябрь уйăхĕн малтанхи кунĕ – чунра ăшă туйăм вăратакан ачалăхри çутă кун.

Аслă Елчĕк шкулĕ чиркÿ /халĕ Кооперативная/ урамĕнче, Тукаспа Анаткас çырмисем пĕрлешнĕ вырăнти сăмсахра икĕ пысăк йывăç корпуссенче вырнаçнăччĕ. Пĕрремĕшĕнче кĕçĕн классене çÿрекен ачасем вĕренетчĕç, иккĕмĕшĕнче – аслăраххисемччĕ. Вĕсемсĕр пуçне аякри ялсенчен вĕренме килекенсем валли уйрăм çуртпа мунча, хуçалăхра пĕр лаша пурччĕ, колхоз парнеленĕ кивĕ трактор та ларатчĕ. Çакă пĕтĕм хуçалăх пĕр гектар çурă чухлĕ йывăç пахчинче вырнаçнăччĕ. Аякранах сăмсана кăтăклакан, ырă шăршă саракан, илемĕпе илĕртекен, çимĕçĕпе савăнтаракан çак вырăна рай пахчипе танлаштарма пулатчĕ тупата.

Çичĕ класлă пуçламăш шкулăн пĕрремĕш класс алăкне 1950 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче мана малтанхи хут виçĕ çул аслăрах Валя аппа уçса кĕртнĕччĕ. Класс ертÿçи Дарья Дмитриевна Доброхотова кăмăллăн кĕтсе илнĕччĕ, хăйĕнпе паллаштарса пушă парта хушшине ларма сĕннĕччĕ. Çав кун анне шурă пиртен çĕленĕ кĕпе, кăвак йĕм тăхăнтартнăччĕ, пилĕкре хĕрлĕ шерепеллĕ сарă пиçихиччĕ. Çу каçипех çара уран чупнăран шкула та çавăн пекех пынă. Юнашар ларакан ачасенчен именсе парта хушшине ларсанах ура лапписене вăрăм йĕм пĕççин ăшне пытарнăччĕ. Малаллахи кунсенче ирхине – уроксем пуçланиччен шкулăн вăрăм коридорĕнче линейка ирттеретчĕç. Пур ачана та хăйĕн класĕн колоннипе пĕр лини çине тăрататчĕç. Малтан иртнĕ эрнене пĕтĕмлететчĕç – кама ятлатчĕç, кама мухтатчĕç. Ун хыççăн эрнелĕх планне пĕлтеретчĕç. Вĕсем хыççăн Совет Союзĕн Гимнне юрлаттаратчĕç. 1953 çул хыççăн юрлас йăлана пăрахăçларĕç.

1955 çулхи вĕренÿ пуçламăшĕнчи пĕрремĕш линейкăра шкул директорĕ Ефим Михайлович Молоствов çак çултан пуçласа пирĕн шкул вăтам пĕлÿ паракан программăпа вĕрентме пуçласси çинчен, çавна май 8-мĕш класа вĕренме пуçтарасси çинчен пĕлтерчĕ. Çак класа хăйĕн ирĕкĕпе вĕренме килме кăмăллă, 7-мĕш класран аван тата лайăх паллăпа пĕтернĕ ачасене анчах йышăнатчĕç. Çавăнпа та шкулăн алăкĕ кÿршĕ ялсенчи яш-кĕрĕмшĕн те уçăччĕ. Вăл шутра тутар ялĕсенчисемшĕн те. Вĕренес кăмăллисен пĕр вĕренÿ çулĕшĕн 150 тенкĕ тÿлемеллеччĕ. Çак тÿлеврен вăрçăра ашшĕне е амăшне çухатнă çурма тăлăх «вăрçă ачисене» анчах хăтарнăччĕ. 1957 çулхи вĕренÿ çулĕн пуçламĕшĕнчен тÿлеве пăрахăçларĕç. Çичĕ класлă пуçламăш шкула вĕренсе пĕтернĕ свидетельство илнĕ 14 çул тултарнă ачасем çитĕннĕ çынсем шутланнă. Вĕсем малалла вĕренме кăмăл тумасан колхоз ĕçне хутшăнмалла пулнă, ĕçе тухмасан колхоз уставĕпе килĕшÿллĕн айăпланă.

Асăрхăр: 55-60 çул тултарса пенси илме вăхăт çитнĕ хĕрарăмсемпе арçынсем 15 çултан ĕçлеме пуçласан анчах 40-45 çул ĕç стажĕ пуçтарса «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçме пултарнă.

1950-1960 çулсенче пирĕн шкулта тĕрлĕ кружок ĕçлетчĕ, пахчара та ĕç нумайччĕ. Эпир, çав çулсенче вĕреннĕ çамрăксем, ăс пухнипе пĕрлех нумай тĕрлĕ ĕç-хĕле хăнăхса ÿснĕ. 10 çул хушшинче пирĕншĕн шкул тăван кил вырăнĕнчех пулнă.

1960 çулта вăтам шкултан ăнăçлă вĕренсе пĕтернĕ хыççăн шкул пахчинчи беседкăра юлашки хут пĕрле ларнă вăхăтра тата хĕрĕх çултан, 2000 çулта, тепĕр хут пĕрле пуçтарăнатпăр тесе сăмах татнăччĕ – сăмаха тытаймарăмăр.

1993 çулсенче вăтам шкул çĕнĕ вырăна, кирпĕчрен купаланă икĕ хутлă çурта, куçнă хыççăн кивĕ шкулăн пĕрремĕш корпусне пăсрĕç, ун вырăнне ача сачĕ йĕркеленчĕ, маларах ясли çурчĕ ÿссе ларчĕ. Вăтам шкулăн аслă класĕсем вырнаçнă корпус вĕренекенсенчен пушаннă хыççăн темиçе çул хăйĕн хÿттине православи тĕнне ĕненекенсене кĕлĕ тума йышăннăччĕ, вĕсем те çĕнĕ чиркÿ хута кайсан унта куçрĕç, ĕлĕкхи шкул çурчĕ хупăнчĕ.

Кăçал ялти çичĕ класлă шкулăн пĕрремĕш класне вĕренме çÿреме пуçлани 70 çул, вунă класлă вăтам пĕлÿ паракан шкулăн юлашки класне пĕтерни 60 çул тулать. Çавăн пекех вăтам шкул йĕркеленни – 65 çул. Хăйне евĕрлĕ паллă пулăмсем. Мĕнле шăпа кĕтет-ши хитрелĕхне упраса хăварнă, нумай илтнĕ, пĕлнĕ, 4 класлă кĕçĕн шкултан пуçласа 10 класлă вăтам пĕлÿ пама пултарнă, пулас академикпа наука докторĕсене, тĕрлĕ сферăри тава тивĕçлĕ çынсене анлă пурнăç çулĕ çине кăларнă кивĕ çурта; 1956, 1957 çулсенче хăйĕн пахча çимĕçĕсемпе Пĕтĕм Союзри ял хуçалăх выставкине хутшăнса икĕ хутчен кĕмĕл медаль çĕнсе илнĕскере?

Аслă Елчĕкре пурăнакан нумай çын шухăшĕпе çак вырăнта 20 çул ытла шкул директорĕ пулса ĕçленĕ Е.Молоствов ячĕпе музей-парк уçсан тата патшалăх ăна хăйĕн хÿттине илсен питĕ лайăх пулмалла та. Ку вăл паянхи çынсем хăйсене ăс парса тĕрлĕ ĕçе хăнăхтарса анлă пурнăç çине кăларнă, чапшăн çунман, хăйĕн вĕренекенĕсене чи малтан сывлăх сунса çул уçса панă директора хисеплени тата пуç тайса чĕререн тав туни, çамрăк ăрушăн «Аваллăх палăкĕ» пулĕччĕ.

В.МЕШКОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code