Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Шкулсенче янрарĕ шăнкăрав…

Шкулсенче янрарĕ шăнкăрав…

Сисмерĕмĕр те, Пĕлÿ кунĕ, унпа пĕрле çĕнĕ – 2020-2021 вĕренÿ çулĕ çитсе те тăчĕ, шкулсем каллех ачасен хаваслă сассисемпе тулчĕç.

Коронавирус чирне пула уяв кунĕ кăçал ытти çулсенчи евĕр чаплă лару-тăрура иртмерĕ пулсан та, районти кашни шкул пуçласа пĕлÿ тĕнчине килекенсене тата вĕсен ашшĕ-амăшне хаваслăн кĕтсе илме тата чыслама пултарчĕ. Пĕрремĕш класа ура ярса пусакансене вĕрентекенсемпе пĕрле 9-мĕш тата 11-мĕш классенче вĕренекенсем саламларĕç. Пĕрремĕшсем вара вĕсене сăвă-юрă урлă тав турĕç, тăрăшса вĕренме, аслисен ырă тĕслĕхне ăша хывма сăмах пачĕç.

Районти 11 шкула кăçал 1640 вĕренекен килĕ /çав шутран 138-шĕ – пĕрремĕш класа/. Вĕсене 214 педагог ăс парĕ.

Пĕлÿ тĕнчинче çирĕппĕн те сулмаклăн утма ырă та такăр çул сунар шкул ачисемпе вĕрентекенсене!

Чечек çыххи йăтса утатпăр
Хавасланса пĕлÿ çуртне.
Çĕн вĕренÿ çулне пуçлатпăр
Сунса çут ĕмĕт пĕр-пĕрне.

Шкул çуртĕнче пире хавассăн
Кĕтсе илет вĕрентекен.
Кунта ăс-тăн, пĕлÿ пухсассăн
Пулатпăр тивĕçлĕ этем.

Елена ПЕТРОВА.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Патреккелти тĕп шкулта пĕрремĕш классене Алина Кудряшова вĕрентекен кĕтсе илчĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code