Понедельник, Октябрь 26, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Килĕшÿпе çураçура пурăнар

Килĕшÿпе çураçура пурăнар

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче Чăваш Республикин мăсăльмансен тĕн управленийĕн духовенствин представителĕсен форумĕ иртнĕ. Ăна гражданла ушкăнсемпе организацисене пĕрлештерекен çĕршыври Обществăлла палатăн членĕ, Чăваш Республикин, Мускав тата Тĕп регион муфтийĕ, Раççей Обществăлла палатăн членĕ Альбир Крганов ертсе пынă.

Вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсем, культура, вĕрентÿ, экстремизма тата терроризма хирĕç кĕрешекен пĕрлĕхсен представителĕсем, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсем, тĕн тата ытти общество членĕсем хутшăннă форумра терроризмран тата экстремизмран хÿтĕленес, вĕсен çулне пÿлес, нацисемпе тĕнсен хушшинчи ыйтусене сÿтсе явнă.

Альбир Крганов çĕршыври нацисем тата регионсем хушшинчи çураçулăха тата татулăха аталантарасси, çирĕплетесси тивĕçлĕ пурнăçланса пынине палăртнă. Раççейре çак хутшăнусем кăтартуллă, ку енĕпе пирĕн опыт та пысăк. Нумай нациллĕ Раççейре халăхсем чылай çул килĕштерсе пурăнаççĕ, тĕрлĕ тĕне ĕненсен те хăй Раççей халăхĕ пулнине лайăх ăнланаççĕ.

– Нацисен хушшинчи çыхăну тата совесть ирĕклĕхĕ енĕпе ĕçлекен комиссин тĕп тĕллевĕ – Раççей пĕрлĕхĕнче халăхăн тĕрлĕ енлĕхне тата йăли-йĕркине упраса хăварасси, çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парасси. Халăхсем пĕр çемьери евĕр килĕштерсе, пĕрне-пĕри ăнланса пурăнни, туслăха хаклани нумай енĕпе хăватлăн аталанма май парать, – тенĕ Альбир Крганов.

Форумра паянхи ытти çивĕч ыйтусене те тишкернĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code