Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Бизнесăн ыйтусем пур

ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев Суту-илÿпе промышленность палатинче предпринимательсен пĕрлĕхĕпе курнăçнă. Ку хутĕнче тĕл пулăва производство енĕпе ĕçлекен бизнес представителĕсем пухăннă.

Олег Николаев калаçăва социаллă пурнăçпа экономикăна аталантармалли пилĕк çуллăх программăран пуçланă. Вăл саккун статусне илни программăра палăртнă ĕçсем пурнăçланмасăр юлмассине çирĕплетĕ. Çийĕнчен тĕрĕслев çирĕп пулĕ. Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков, калаçăва хутшăннăскер, Аслă экономика канашĕ программăри мероприятисем мĕнле пурнăçланнине сăнаса тăракан мониторинг ушкăнне туса хунине пĕлтернĕ, унăн членĕсем çывăх вăхăтра районсемпе хуласене тĕрĕслевпе çÿреме тытăнĕç.

Автоçул, кĕпер çĕнелнĕ

Сентябрĕн 3-мĕшĕнче республикăн тĕп хулишĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ икĕ объект хута кайнă – И.Яковлев тата Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспекчĕсене çыхăнтаракан ункăран пуçласа Канаш шоссине çитиччен тăсăлакан автоçула реконструкцилесе тата Сăкăт кĕперĕн иккĕмĕш çуррине юсаса пĕтернĕ.

И.Яковлев проспектĕнчи çула виçĕ сыпăка пайласа çĕнетнĕ. Пĕрремĕш, Кăкшăм урамĕнчен пуçланса Ашмарин урамне, унтан пуçласа Канаш шоссине, виççĕмĕш И.Яковлев тата Тăххăрмĕш пилĕкçуллăх проспекчĕсене çыхăнтаракан ункăран пуçласа Кăкшăм урамне çити тăсăлать.

Юсав хыççăн Сăкăт кĕперĕ те пач çĕнелнĕ. Унăн карлăкне, тротуарне, тимĕр-бетон сийне, ытти пайне улăштарнă, хулăн асфальт сарнă.

Коррупци темипе

Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин кĕçнерникун иртнĕ ларăвĕнче ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев патшалăх тата муниципалитетсен нушисем валли таварсем, пулăшу ĕçĕсем туянассине май пур таран уçăрах тума чĕнсе каланă.

Ларура таварсемпе пулăшу ĕçĕсене сутăн илнĕ чух тĕрĕслевсене тивĕçлĕ ирттерес, патшалăх тата муниципалитетсен саккасĕсене пурнăçланă чух аукционсене хутшăнакансене тимлĕ пулмалли пирки асăрхаттарас, аслă вĕренÿ учрежденийĕсенче коррупцирен сыхланас ыйтусене хускатнă. Сăмах май, республикăра 13 аслă шкул ĕçлет: 4-шĕ – хамăрăн вырăнти шкулсем, 9-шĕ – Мускаври, ытти хуласенчи филиалсем. Пĕтĕмпе 37 пин студент аслă пĕлÿ илет.

Кĕркуннене хăварнă

Шупашкарта çулсерен май уйăхĕнче иртекен Пĕтĕм тĕнчери кинофестивале кăçал икĕ хутчен те каярах вăхăта куçарма тивнĕ. Халĕ республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви çĕнĕ дата пирки пĕлтернĕ.

Коронавирус пандемине пула август уйăхĕн 19-25-мĕшĕсене хăварнă, анчах лару-тăру йĕркеленсе çитейменнине кура кинофестивале кĕркуннене – октябрь уйăхĕн 30-мĕшĕнче уçса ноябрь уйăхĕн 5-мĕшĕнче хупасшăн.

Килес çул кинофестивале май уйăхĕн 20-26-мĕшĕсенче ирттересси пирки Чăваш Ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев август уйăхĕн 31-мĕшĕнче алă пуснă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code