Понедельник, Сентябрь 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная >  Поздравления > Поздравление врио Главы Чувашии Олега Николаева с Днем профсоюзов Чувашской Республики

Поздравление врио Главы Чувашии Олега Николаева с Днем профсоюзов Чувашской Республики

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Сире Чăваш Республикин Профсоюзĕсен кунĕ ячĕпе пĕтĕм чун-чĕререн саламлатăп!

Шăпах çынсем – регионăн тĕп тĕревĕ, вĕсем хальхине йĕркелеççĕ, пуласлăха палăртаççĕ. Ĕçри социаллă партнерлăх тухăçлăхне ÿстерме, ĕç паракансемпе вĕсен ĕçченĕсен хушшинче усăллă хутшăну йĕркелеме «Чăваш Республикинчи профсоюзсен организацийĕсен «Чăваш рессовпроф» пĕрлешĕвĕ» пĕрлĕх пулăшать. Ку организаци республикăра пурăнакансен ĕç прависене хÿтĕлет, вĕсене çак сферăри юридици пулăшăвне тÿлевсĕр кÿрет, вуншар çын пурнăçне пысăк витĕм кÿрекен йышăнусем тăвать.

Патшалăх влаçĕн тата обществăн институчĕсем пĕрле тăрăшса ĕçлесен эпир регион экономикин аталанăвне тата социаллă тытăмĕн тăнăçлăхне тивĕçтерме пултарасса шансах тăратăп. Пурне те çирĕп сывлăх, ырлăх-телей тата малашне те ăнăçу сунатăп.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене
вăхăтлăх пурнăçлакан                                                               Олег Николаев

 

Дорогие соотечественники! 

От всей души поздравляю вас с Днем профсоюзов Чувашской Республики!

Именно люди – главная опора региона, они создают настоящее, проектируют будущее. Повысить эффективность социального партнерства в сфере труда, наладить конструктивный диалог между работодателями и их сотрудниками помогает Союз «Чувашское республиканское объединение организаций профсоюзов «Чувашрессовпроф».

Эта  организация отстаивает трудовые права жителей республики, оказывает им бесплатную юридическую помощь в этой сфере, принимает решения, серьезно влияющие на жизнь десятков тысяч людей. 

Убежден, что совместными усилиями институтов государственной власти и общества мы сможем обеспечить процветание региональной экономики и стабильность социальной сферы.  

Желаю всем крепкого здоровья, благополучия и дальнейших успехов!

 

Временно исполняющий обязанности
Главы Чувашской Республики                                                           Олег Николаев

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code