Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тĕллевсем паллă

Тĕллевсем паллă

Тĕп хулари «Елчĕк ен» ентешлĕх тăван район аталанăвĕпе тата унăн çыннисемпе кăсăклансах тăнă май ентешĕмĕрсен çитĕнĕвĕсемпе çыхăннă мероприятисене йĕркелесех пырать, республика шайĕнче иртекеннисене те хастар хутшăнать. Çавăн пекех районтан тухнă паллă çынсене юбилей ячĕпе е ытти паллă кунсемпе саламлассине те мала хурать.

Çывăх вăхăтра – сентябрĕн 22-мĕшĕнче тĕп хулари литература музейĕнче Тутарстанра пурăнакан ентешĕмĕрĕн – Евгений Турхан çыравçăн çĕнĕ хайлавĕсен хаклавĕ иртĕ. Октябрĕн 6-мĕшĕнче вара Наци библиотекинче Энтепе ялĕнче çуралса ÿснĕ çыравçăн Любовь Федорован çĕнĕ кĕнекине хаклĕç.

Пултаруллă спортсмен-ентешсем те тимлĕхре. Сентябрь вĕçĕнче РФ тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ – Олимп вăййисен призерĕ Владимир Андреев XXVII Олимп вăййисенче бронза медаль çĕнсе илнине халалласа спорт каçĕ йĕркелĕç. Ноябрь вĕçĕнче Чăвашсен пĕрремĕш олимпиецĕ – Ардалион Игнатьев çуралнăранпа 90 çул çитнине халалланă республикăри мероприятие хутшăнĕç ентешлĕх членĕсем.

Октябрĕн 18-мĕшĕнче Кивĕ Эйпеçри ял клубĕнче Социализмла Ĕç Геройне Николай Панкратова 80 çулхи юбилейпе чыслĕç. Ноябрь вĕçĕнче тепĕр сумлă ентеш – Олег Викторов профессор 60 çул тултарать.

Октябрĕн 31-мĕшĕнче Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинĕн, Аслă Елчĕкре çуралса ÿснĕ паллă академикăн Геннадий Волковăн çуралнă кунне халалласа Шупашкарти 12-мĕш вăтам шкулта наукăпа практика конференцийĕ иртет.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code