Понедельник, Сентябрь 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Литература тĕпелĕнче – Галина Енейкина

Литература тĕпелĕнче – Галина Енейкина

Елчĕкри тĕп библиотекăра Галина Енейкинан «Чун йыхравĕ» кĕнеке хаклавĕ иртрĕ.

Кĕçĕн Таяпа ялĕнче çуралса ÿснĕ Галина Леонидовна малтанах Канашри педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Унтан Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче пĕлÿ илнĕ. 1985 çултан пуçласа паянччен Патреккелĕнчи тĕп шкулта ачасене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ мĕн ачаран сăвăсем çырма кăмăллать. Унăн «Чуну таса пулсан», «Ĕмĕрхи илемлĕх йĕрĕпе» сăвă кĕнекисем чылай маларах пичетленсе тухнă. «Чун йыхравĕ» – авторăн виççĕмĕш кĕнеки.

Кĕнекери сăвăсенче Г.Енейкина пурнăç чăнлăхне кăтартса парасшăн, ăна çамрăк ăрăва туйтарасшăн ăнтăлать. Вĕсемпе паллашнă май вулакан пурнăçра темле йывăрлăха та çĕнтерме, чăвашăн ырă йăли-йĕркине хаклама, тĕрĕс çулпа утма хăнăхать, ырă пулас туйăмпа хĕмленет. Кĕнекене кĕнĕ юптарусенчи сăнарсем те çынлăх туйăмне упрама вĕрентеççĕ.

Кĕнекене хаклама чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн ушкăнĕ – Лидия Филиппова, Раиса Сарпи, Улькка Эльменĕ, Роза Степанова, районти библиотекарьсем, чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, авторăн тус-тăванĕсем хутшăнчĕç. Вячеслав Захаров автор сăввисене кĕвĕленĕ юрăсене шăрантарчĕ. Лидия Ивановна Галина Енейкинăна ЧР Профессионал писательсен союзĕн членĕ пулнине çирĕплетекен удостоверени илнĕ ятпа саламларĕ.

Кĕнекене хакласа тухса калаçакансем йышлăн пулчĕç. «Чун йыхравĕ» кĕнекери сăвăсемпе юптарусене илемлĕ вулассипе регионсен шайĕнчи инçет видеоконкурс çĕнтерÿçисене районти библиотекăсен пĕрлештернĕ тытăмĕн директорĕ Светлана Сайкина Хисеп хучĕсем парса чыс турĕ.

Хаклава хутшăннисем Галина Енейкинăна литературăра татах та пысăк çитĕнÿсем тума сунчĕç. Çыравçăсем вулавăша хăйсен кĕнекисене парнелерĕç.

Н.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code