Воскресенье, 8 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пуçаруллă, тăрăшуллă

Пуçаруллă, тăрăшуллă

Специалистсем пуçаруллă та тăрăшуллă пулнинчен тата кашни çынпах пĕр чĕлхе тупма пултарнинчен нумай килет ял тăрăхĕсен аталанăвĕ.

Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Елена Карпова çак ĕçре 12 çул тăрăшать. Маларах вăл 4 çул çарпа учет енĕпе ĕçленĕ. Тип Тимешрен куллен ĕçе çÿрекенскер кирек кама та пулăшма хавас. Çакăншăнах кăмăллаççĕ ăна кунта тĕрлĕ ыйтупа килекенсем.

– Ял тăрăхĕн аталанăвĕ унта пурăнакан кашни çын пĕр-пĕрне шаннинчен, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннинчен, пуçаруллă пулса ыттисемшĕн те тăрăшма ăнтăлнинчен килет, – тет Елена Николаевна ку темăпа калаçу хускатсан.

Е.ПЕТРОВА сăн ÿкерчĕкĕнче: Елена Карпова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code