Понедельник, 9 декабря, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Суйлав – тĕп тема

Суйлав – тĕп тема

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ черетлĕ канашлура район шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Кун йĕркинче суйлав теми тĕп вырăнта пулчĕ. Канашлăва уçнă май Николай Петрович чи малтанах сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче иртнĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен депутачĕсен суйлавĕсен итогĕсемпе паллаштарчĕ, суйлава ирттерме хутшăннă мĕн пур çынна пысăк тав сăмахĕ каларĕ:

– Халăх вăл хăех пĕлет камшăн сасăламаллине. Ĕçе тĕрĕс йĕркелесен, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлесен ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама пулать.

Суйлав яланхиллех йĕркеллĕ иртнĕ. Кашни суйлав участокĕнче хÿтĕлев йĕркисене çирĕп пăхăннă, полици сотрудникĕсем дежурствăра тăнă, обществăлла сăнавçăсем сасăлав тапхăрĕпе тĕплĕн паллашсах пынă.

Районти 42 суйлав участокĕнче иртнĕ сасăлавăн малтанхи кăтартăвĕсем çакна çирĕплетеççĕ. Суйлава районта пурăнакансен 96,10 проценчĕ хутшăннă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕшĕн пынă сасăлавра Олег Николаев 12195 /92,43 процент/ сасă пухнă. Александр Андреевшăн 399 /3,02 процент/, Сергей Матвеевшăн – 82 /0,62 процент/, Константин Степановшăн – 254 /1,93 процент/, Николай Степановшăн 156 /1,18 процент/ çын сасăланă.

Малалла ларурисем видеоçыхăну урлă Чăваш Республикин ĕç тăвакан органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва хутшăнчĕç. Ăна ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев уçрĕ. Суйлав йĕркеллĕ иртнине палăртнă май Олег Алексеевич та сасăлава хутшăннă кашни çынна тата хăйшĕн сасăланă суйлавçăсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков суйлавăн малтанхи кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Республикипе сасăлава суйлавçăсен 55,5 проценчĕ хутшăннă.

– Паянхи куншăн лайăх кăтарту çакă. Çапла вара суйлав пĕр турпа ăнăçлă иртрĕ, иккĕмĕш тур пулмĕ. Çак кăтартусем объективлă, тавлашусăр, – палăртрĕ вăл.

Олег Николаевшăн Чăваш Енри суйлавçăсен 75,68 проценчĕ сасăланă. Александр Андреев коммунистшăн сасăлава хутшăннисен 10,26 проценчĕ, ЛДПР кандидачĕшĕн Константин Степановшăн – 5,49 процент, пенсионерсен представителĕшĕн Николай Степановшăн – 3,53 процент, Раççей патриочĕсенчен тăратнă Сергей Матвеев кандидатшăн 2,12 процент гражданин хăйсен сассисене панă. Республика Пуçлăхĕсĕр пуçне çак кунсенче вырăнсенчи депутатсене те суйланă. Александр Цветков палăртнă тăрăх, кунта ĕç-пуç кăткăсрах пулнă. Сасăсен 50 процентне те никам та пухайман. Çакă конкуренци пысăк та çивĕч пулнине çирĕплетет. Депутатсен Шупашкар хулин пухăвĕн суйлавĕ можаритарлă майпа тата партисен списокĕсем тăрăх иртнĕ. Пĕр мандатлă округсенче 20 мандата «Пĕрлĕхлĕ Раççей» представителĕсем çĕнсе илнĕ. Пĕр мандата «Тĕрĕслĕхшĕн тăракан Раççей» элчине парĕç. Партисен списокĕсем тăрăх вара «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» 10 мандат пулĕ, КПРФн – 4, ЛДПРн тата «Раççей патриочĕсен» – 3-шер, «пенсионерсен» – 2 мандат пулĕ. Тĕрлĕ службăсен представителĕсем тĕрлĕ ыйтупа тухса калаçнă хыççăн видеоçыхăну мелĕпе иртнĕ канашлăва О.Николаев пĕтĕмлетрĕ.

Николай Миллин канашлăва малалла тăснă май районти ял тăрăхĕсенче халăх пурнăçĕн хăтлăхĕшĕн хута каякан ĕçсем мĕнле пыни пирки ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен ыйтса пĕлчĕ, пур ĕçе те вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçламаллине палăртрĕ. Кунта ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code