Понедельник, Сентябрь 28, 2020   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чиртен вакцина хÿтĕлет

Чиртен вакцина хÿтĕлет

Юлашки вăхăтра районта, çавăн пекех республикăри ытти муниципалитетсенчи уйрăм хуçалăхсенче те кроликсем миксоматозпа чирленине регистрациленĕ.

Çак чирĕн симптомĕсем: кролик сÿрĕкленет, апат çиме пăрахать, унăн пуçĕ, кăкăрĕ шыçать, хăлхисем усăнаççĕ, куçĕсенчен, сăмсинчен пÿр юхать, йывăр сывлать. Çак пĕрремĕш паллăсене асăрхасанах çийĕнчех чĕр чунсене изоляцилемелле, ветеринари специалисчĕсене квалификациллĕ пулăшу пама чĕнмелле.

Миксоматоза пуçараканĕсем – чирлĕ е халь кăна чирлесе ÿкнĕ кроликсем. Вирус сăмсинчен, куçĕнчен юхса тухать. Çут çанталăкра ку чир сарăлни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эктопаразитсем – пыйтăсем, сăвăссем, вăрăм тунасем. Чир ытларах ăшă çанталăкра палăрать.

Чĕрĕ юлнă кроликсем активлă иммунитет илеççĕ, анчах вĕсене малалла ĕрчетмелле мар, ытти чĕр чунсемпе те хутшăнтармалла мар.

Кроликсене çак чиртен хÿтĕлесе ятарлă профилактика мероприятийĕсем ирттеретпĕр. Ытларах Италире туса кăларнă вакцинăпа усă куратпăр. Ыйтса пĕлмелли телефон: 8 ?835/ 4925642.

Миксоматоз çынсене сиенлĕ мар.

А.БЫКОВА,
районти ветстанцин ертсе пыракан выльăх тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Ваш e-mail не будет опубликован. Обязательные поля помечены *

*

code