Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > МРТ аппарачĕ туяннă

МРТ аппарачĕ туяннă

Республикăри ача-пăча клиникин больницине çĕнĕ йышши МРТ ?магнитлă-резонанслă томографи/ аппарачĕ вырнаçтарнă. Унччен çакăн пек аппарат Чăваш Енре пулман.

Аппарата «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн укçи-тенкипе туяннă. Вăл тĕнче стандарчĕсене туллин тивĕçтерет. Сиплев учрежденийĕн тĕп тухтăрĕ Анатолий Павлов палăртнă тăрăх, çĕнĕ томограф çинчи тĕрĕслевсен кăтартăвĕсен тĕрĕслĕхĕ пысăк. Кăçал çавăн пекех пайăрка диагностикин уйрăмĕнче республика бюджетĕнчен уйăрнă субсидипе 15,7 миллион тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем тунă. Анестезиологи-реанимаци уйрăмĕ валли те çĕнĕрен ЭКМО аппарачĕ туяннă. Унпа чĕре çинчи операцисене тунă чухне усă кураççĕ. Тухтăрсем çирĕплетнĕ тăрăх, аппарат организма 2-3 кунран пуçласа темиçе эрне, уйăх таран тытса тăрать, çапла майпа чĕрене е ÿпкене канса вăй илме, чирпе кĕрешме пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code