Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Агропарк пулатех

Агропарк пулатех

«Батыревский» агропромышленность паркне туса хурассине республикăн 2025 çулчченхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине кĕртнĕ.

Ăна Ыхраçырма ял тăрăхĕнче хăпартасшăн. 15 гектар çинче вырнаçтарма палăртнă инвестици лапамĕ валли 400 миллион тенкĕ уйăраççĕ.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, Патăрьел районĕнчи ял хуçалăхĕнче вăй хуракансем, предпринимательсем яланах малта пулма тăрăшаççĕ, тĕрлĕ предприяти хута яраççĕ. Çакна кура тупăш туса илмелли, çынсем валли ĕç вырăнĕ йĕркелемелли майсем уçăлаççĕ.

Иртнĕ çул çĕршывра туса илнĕ севокăн 68 проценчĕ Чăваш Республикине тивĕçнĕ. Ку чухне те Патăрьелсем чи лайăх ĕçлеме пултарни паллă пулнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code