Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурсра палăрнă

Конкурсра палăрнă

Чăваш наци конгресĕ йĕркеленипе ЧР Культура министерствипе республикăри хĕрарăмсен союзĕ пулăшнипе регионсем хушшинчи «Хĕрарăм, сан умăнта пуçа таятăп» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕн 2-мĕш зонăри тупăшăвĕ Комсомольскинче иртрĕ.

Канаш, Улатăр, Комсомольски, Патăрьел тата Елчĕк районĕсенчи чи хастар та пултаруллă хĕрарăмсем хăйсен ăсталăхĕпе пултарулăхне кăтартрĕç унта. Пирĕн район чысне Тÿскелти «Шуçăм» фольклор ансамбльне çÿрекен Валентина Зайцева хÿтĕлерĕ.

Чи малтанах конкурса хутшăннисем чăваш апат-çимĕçне хатĕрлес тата ал ĕçне тăвас маçтăрлăхĕпе паллаштарчĕç, видеопрезентаци мелĕпе хăйсен пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа пачĕç.

Конкурса Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул, Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланăран пултарулăх конкурсĕ куракансене уйрăмах тыткăнларĕ. Валентина ялти фольклор ушкăнне çÿрекенсемпе пĕрле сцена çинчи ăсталăхне те кăтартрĕ.

Тÿресем балсене шутланă хыççăн Валентина Алексеевна «Ăс-хакăл арчи» ята тивĕçрĕ. Эпир хамăрăн тус-тантăшпа чăннипех мухтанатпăр. Вăл ылтăн алăллă, юрă-ташăра пултаруллă. Ĕлĕкхи йăла-йĕркене манăçа кăларас мар тесе мăнукĕсене те фольклор ĕçне явăçтарать. Никам та ăна тивĕçлĕ канура тесе калаймĕ, пур ĕçре те вăр-вар вăл.

Валентина Алексеевна тĕрĕ, сцена ăсти. Юрлама-ташлама çеç мар, спектакльсенче чăн-чăн артист пек вылять. Викăпа Даша мăнукĕсем асламăшнех хывнă, 3 çултанпах пултарулăх ушкăнне çÿреççĕ юратнă çыннипе. Валентинăпа Иван Зайцевсем ялта хисеплĕ мăшăр. Виçĕ ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Еленăпа Наташа хĕрĕсем, Сергей ывăлĕ – ашшĕпе амăшĕн пурнăç тыткăчи.

А.ЕРМОЛАЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: В.Зайцева.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code