Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Поздравления > Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным днем пожилых людей

Глава Чувашии Олег Николаев поздравляет с Международным днем пожилых людей

Хаклă ентешĕмĕрсем!

Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ ячĕпе сире чун-чĕререн саламлатăп!

Аслă ăру çыннисем – Чăваш Республикин ылтăн фончĕ. Эпир сирĕнпе мухтанатпăр, сирĕнтен яланах ăслă канаш ыйтатпăр.

Пирĕн ветерансем нихăçан та мĕн тунипе çырлахса ларма хăнăхман. «Кĕмĕл ÿсĕм» çулĕсене çитнине пăхмасăр, вĕсем республика пурнăçне хастарлăн хутшăнни, спортпа туслă пулни, мăнукĕсене пăхса çитĕнтерни, хăйсен пуян та паха опычĕпе çамрăксене паллаштарни чăннипех савăнтарать. Пирĕн тĕллев – вĕсем хăйсене патшалăх пулăшнине тата общество сума сунине куллен туйса тăччăр тесе мĕн кирлине йăлтах тăвасси.

Хаклă аннесемпе аттесем, асаттесемпе асаннесем тата кукаçисемпе кукамайсем, тăван республикăпа çĕршывăмăршăн халĕччен тунă тата малалла та тăвакан пархатарлă ĕçĕрсемшĕн пĕтĕм чунтан тайма пуç сире.

Пурсăра та çирĕп сывлăх тата вăрăм та телейлĕ кун-çул сунатăп! Пурнăçра сирĕн çывăх çыннăрсемпе тус-тăванăрсен чун ăшшине тата тимлĕхне туллин туймалла пултăр!

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ                                               Олег Николаев

 

 

 

Уважаемые соотечественники!

Поздравляю вас с Международным днем пожилых людей! 

Люди старшего поколения – это золотой фонд Чувашской Республики. Мы ими гордимся, обращаемся к ним за мудрым советом.

Наши ветераны не привыкли почивать на лаврах. Искренне радует, что, несмотря на «серебряный возраст», они принимают активное участие в жизни республики, занимаются спортом, воспитывают внуков, делятся опытом с молодежью. Наша задача – создать все условия для того, чтобы они чувствовали ежедневную поддержку государства и уважение общества.

Низкий вам поклон, дорогие наши мамы и папы, бабушки и дедушки, за все, что вы сделали и продолжаете делать для нашей республики и страны.

Желаю вам крепкого здоровья и долгих, счастливых лет жизни! Пусть вас всегда окружают любовь, забота и внимание родных и близких! 

 

Глава Чувашской Республики                          Олег Николаев

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code