Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ професси

Çĕнĕ професси

Ветерансен обществăри хастарлăхне ÿстерессишĕн тата вĕсен пурнăç тăршшĕне тăсассишĕн республикăра «Аслă ăрури граждансене пулăшмалли системăллă программа туса хатĕрлессипе ăна пурнăçласси тата вĕсен пурнăç пахалăхне лайăхлатасси» регион проектне ĕçе кĕртесси малалла пырать.

Çак проект 50 çултан пуçласа пенси çулне çывхаракан çынсене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пулăшать. 2020 çулта çак категорирен 489-шне ĕç рынокĕнче ыйтакан специальноçсене вĕрентме планланă, ку мероприятие пурнăçлама 39 миллион тенкĕ уйăрма палăртнă.

Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Алена Елизарова палăртнă тăрăх, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне аслă ăрури 771 çын çĕнĕ профессие ăса хывассишĕн çĕнĕрен парта хушшине ларнă, çак тĕллевпе 25 миллион тенкĕ ĕçе кĕртнĕ. Занятисене ирттерме республикăри вĕрентĕвĕн 30 организацийĕпе килĕшÿ çирĕплетнĕ, пĕлÿ памалли программăсем хатĕрленĕ, 80 ытла специальноçа алла илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code