Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Полици тата ачасем»

«Полици тата ачасем»

Октябрĕн 23-мĕшĕччен республикăра, çав шутран районта та, «Полици тата ачасем» акци пырать.

Çак тапхăрта полици сотрудникĕсем, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекторĕсем кашни кунах шкулсенче пулса ачасемпе тĕл пулаççĕ. Мероприятисем вăхăтĕнче вĕсем сывă пурнăç йĕркине, çул-йĕр çинчи йĕркелĕхе пăхăнас темăсемпе уçă калаçусем йĕркелеççĕ. Наркотик тата ытти киревсĕр йăласен сиенне сÿтсе явасси те тĕп вырăнта.

Хисеплĕ ашшĕ-амăшĕ, ачасем! Сире çул-йĕр çине тухсан яланах тимлĕ пулма, йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр.

А.СЕРГЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code