Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

Раççей çар историйĕн паллă кунĕсем

1609 çул. Октябрĕн 1-мĕшĕнче Смоленск хулине Польшăпа Литва çарĕсенчен нумай çула тăсăлнă хÿтĕлев пуçланнă.

1760 çул. Октябрĕн 9-мĕшĕнче çичĕ çула пынă вăрçă вăхăтĕнче вырăс çарĕсем Берлина йышăннă.

1811 çул. Октябрĕн 14-мĕшĕ. Çак кун вырăс çарĕсем Михаил Кутузов ертсе пынипе Дунай урлă каçса Рущук патĕнче ?халĕ вăл Болгарири Русе хули/ кĕтмен çĕртен пырса тапăнса турккăсен 20 пинлĕ çарне çапса аркатнă.

1943 çул. Октябрĕн 14-мĕшĕ. Собибор концлагерĕнче восстани пулнă. Концлагерьтен тарассине совет офицерĕ Александр Печерский йĕркеленĕ. Унăн паттăрла ĕçне халалласа халĕ «Собибор» фильм ÿкернĕ.

1813 çул. Октябрĕн 18-мĕшĕ. Вырăс çарĕсем союзниксемпе пĕрле Лейпциг патĕнче «Халăхсен çапăçăвĕнче» Наполеон çарĕсене çĕнтернĕ. Французсен çавăн чухне 80 пин çын таран тата пĕтĕм артиллери пĕтнĕ.

1817 çул. Октябрĕн 20-мĕшĕ. Çак кун вырăс флочĕ хăйĕн союзникĕсемпе пĕрле Греци çыранĕсен хĕрринче иртнĕ çапăçура турккăсен флотне çапса аркатнă, вĕсен 60 карапне тĕп тунă. Вырăссен «Азов» ятлă флагманĕ кăна тăшманăн 5 карапне путарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code