Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Здравоохранение > Çĕнĕ Арланкассинче — çĕнĕ ФАП

Çĕнĕ Арланкассинче — çĕнĕ ФАП

Паян, Пукрав кунĕнче, Çĕнĕ Арланкассипе Энтепе ялĕсенче пурăнакансемшĕн тата пысăк та савăнăçлă уяв – çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ уçăлчĕ.
Кунта пурăнакансен савăнăçне пĕрле пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Леонард Левый, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Алла Салаева, сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов килсе çитнĕ. Хăнасем республикăри инçетри ялсенче хальхи йышши ФАПсем çĕкленни патшалăх ял çыннисен сывлăхĕшĕн тимлессине тĕп вырăна хунине палăртнă май пухăннисене уяв ячĕпе саламларĕç.
Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Ольга Тихонова кĕске вăхăтра çĕкленсе ларнă фельдшерпа акушер пункчĕн территорине тирпей-илем кĕртнĕ çĕрте ял çыннисем тăрăшса ĕçленине палăртрĕ, кунти пенсионерсен канашне ертсе пыракан Николай Александрова ял тăрăхĕн Тав хутне парса чысларĕ. Николай Иванович ял халăхĕ ячĕпе республика, район ертÿçисене тав турĕ. Унтан Галина Александрова фельдшера «Каскад» строительство организацийĕн ертÿçи Асгат Куртлюков çĕнĕ çуртăн символиккăлла çăрине пачĕ. Хăнасемпе пухăннисем ФАПпа тĕплĕнрех паллашрĕç, кунта пĕрремĕш пулăшу памалли мĕнпур майсем пуррине палăртрĕç.
Уява Лаш Таяпари культура ĕçченĕсем, ялти фольклор ушкăнне çÿрекенсем савăк юрă-кĕвĕпе илем кÿчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code